АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пепке шкул алăкне уçса кĕрет

18 января 2019 г.

Чылай кĕтнĕ вăхăт — шкул пурнăçĕ 8 çулхи Катьăшăн иртнĕ çул пуçланчĕ. Шкул çумĕнчи “Дошколенок” кружока ача садĕнчен таврăннă хыççăн эрнере 3 хутчен икĕ çул хушши çỹрерĕ, пысăках мар каникул кунĕсем те пулчĕç унăн. Кунта вĕренекенсемпе психолог та, логопед та, технологи урокĕсене ирттерекенсем те пĕчĕккисене кирлĕ баллсем пухма пулăшрĕç. Ятарлă тетрадьсем те туяннăччĕ. Канмалли кунсенче эрнере пĕр хутчен Ирина Анатольевна “Варежка” кружок ертсе пычĕ, унта Катя хаваспах çỹрерĕ. Вăл ачасене вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ тапхăрти йывăрлăхсемпе паллаштарчĕ, киле пĕчĕк ĕçсем парса яратчĕ. Занятисем вĕçленнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕсене ачасем çав ĕçсене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслеме пулăшма вĕрентетчĕ. Хула çумĕнчи çывăх ялсенчен те ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисемпе кружока çỹретчĕç. Шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсемпе логика шухăшлавне аталантармалли ĕçсем те ирттерет. Лайăхчĕ çав енчен: шăматкунпа вырсарникун та пĕр евĕр занятисемех, пĕр темăпах пулатчĕç. Пĕр кун ĕлкĕреймерĕн пулсан, тепĕр кун та кая юлмастăн. Шкулта чĕрĕк вĕçленнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ ачисемпе ĕçлеме ыйтса уйрăмшар занятисем йĕркелетчĕç. Вĕренỹ пирки пулăшу ыйтма пынисене нихăçан та хирĕç-леместчĕç. Ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те туртăнатчĕ ун патне. Виçĕ çултан пуçласа кĕçĕн класран вĕренсе тухичченех йышăнать вăл хăй хỹтлĕхне (вăл воспитатель те, логопед та, дефектолог та). Пирĕн Катьăна вара ỹкерме те, ташлама та вĕрентнĕ ача садĕнчи кружоксенче. Эпир унăн пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕллевпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшрăмăр. Шкулти парта хушшине лариччен вĕрентекен икĕ хутчен пуху ирттерчĕ. Виççĕмĕш пухăвĕнче вара манăн та пулма тỹр килчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă чухне вĕрентекен пĕр 10 хут ытла пулĕ “Ачисем камăн?” ыйту çине хуравлаттарчĕ. Хальхи саманара ашшĕ-амăшĕн ытларах ĕç, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ кăсăклантарнă чухне пепкен вырăнĕ ăçта-ши? Манăн пуçа иртнĕ ĕмĕрти паллă педагог В. Сухомлинский каланă сăмахсем аса килчĕç: “Пурнăç лайăхланса, пурнăçра кирлĕ япаласем нумайланса, культура пуянлăхĕ ỹссе пынă май çамрăк ăрăва пăхса ỹстересси йывăрлансах пырать, ачасене воспитани парас ĕçри çынсен яваплăхĕ татах та ỹсет” тени хальхи пурнăçа чăн пырса тивет. Вĕсем чĕлхе çине килеççĕ те чăтаймасăр алла ручка тытма хистерĕ мана. Ман пата вĕренме илсе пынă ачасемшĕн эпĕ иккĕмĕш амăшĕ пулнине ăша хываттăм. Хамăн ачасем пекех хумханаттăм, тăрăшаттăм. Вĕсем аслă классене куçсан та май пур таран пулăшма тăрăшаттăм. Пĕрле вĕреннисене тĕл пулсан “Сан миçе ача ыйту çине?” “Килте çакăн чухлĕ”, “Класра çакăн чухлĕ” теттĕм. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулнă май, ман патран вĕренсе тухса кайнисене, халĕ ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă, хăйĕн хĕрне е ывăлне пĕрремĕш класа яма хатĕрленекенсене хăш-пĕр сĕнỹ-канаш парас кăмăл пур: — пурнăçпа тан утма тăрăшăр. Ача пĕчĕклех ĕçсĕр ан пурăнтăр (виççĕри хĕр амăшне пулăштăр, арçын ача — ашшĕне). Вĕсем кĕнекене юратса ỹсчĕр. Сас паллисемпе тата цифрăсемпе паллаштарăр. Цифер-плат илсе парăр, ванса кайнă сехетпе те усă курма пулать; — ачасемпе ытларах сюжетлă вăйăсем выляма теттесемпе усă курăр. Çакă ачана шкулта тăрăшса вĕренме, ытти ачасемпе хастар хутшăнма май парать; — ыйту çине шухăшласа, васкамасăр туллин хурав пама вĕрентĕр; — шкула кайсан çыру ĕçĕ ăнăçтăр тесен вăл ытларах ỹкертĕр, пластилинран тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталатăр, мозаика, лего вăййисене выляттарма тăрăшăр; — ачана кантарма та ан манăр, мĕншĕн тесен нумай ыйтни çирĕп мар нерв системине хавшатма пултарать; — çав вăхăтрах çитĕнỹсемшĕн ачана хавхалантарма та манмалла мар. Мухтани ачан кăмăлне çĕклет, ун татах та тăрăшса ĕçлес килет; — çавăнпа пĕрлех итлемен ачана асăрхаттарма пĕлни те вырăнлă. Вăл мĕн тума юранипе юраманнине пĕчĕкренех пĕлсе çитĕнтĕр; — шкула çỹреме пуçăнсан ачан кун йĕркине тĕрĕс йĕркелеме тăрăшăр: çителĕклĕ çывăртăр, вăхăтра апатлантăр. Вăл спортпа туслă пултăр; — ытларах уçă сывлăшра пулма тăрăшмалла. Компьютерпа кирлĕ мар вăйăсем выляни вăхăта усăсăр çеç ирттерет; — кил-çуртра телевизор сахалрах кĕрлетĕр. Шава хăнăхнă ачан вĕрентекене тимлĕ итлеме йывăр пулать; — ача хăй юратнă вăййине (сăмахран, сĕтел çи теннис) вылять пулсан, ан чарăр. Хăй юратнă ĕçĕпе ытларах ларни усăллă та; — класс тулашĕнче вуламалли кĕнекесем туяннă чухне шрифт çине пăхăр. Урокра усă куракан математикăпа вулав урокĕн кĕнекисем пĕр пек шрифтлă пулмалла; — ачасене çывăрас умĕн кĕнеке вуласа пани çав тери усăллă тесе шутлатăп; — килти библиотекăра “Почемучка” энциклопеди, “Тетте”, “Воробышек” журналсем, “Говорящая азбука” пулмаллах. Тата манăн ачасен шкула çỹремелли сумка-портфель е ранец пирки чарăнса тăрассăм килет. Вăл çитĕнсе пыракан организмшăн çурăм шăмми тĕрĕс аталанассипе те çыхăннă. Кунсăр пуçне ранец çинче çутта каялла сирекен пусма çĕлени (светоотражатель) пулмалла. Ранец йывăрăшĕ 1-2 класра вĕренекенсем валли 1,5 кг иртмелле мар. Шкула çỹреме пуçланă ачан пурнăçне эпĕ Пĕлỹ тинĕсĕнчи пĕчĕк кимĕпе танлаштаратăп. Ăна çỹллĕ хумсем хупласа ан хуччăр тесен, мĕн вĕрентнине ăша хывмалла, мĕн тума пултарнине пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Çырма-вулама вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕ валли ятарласа “Тетрадь для общения с родителями” йĕркелесе пыраттăм эпĕ. ОРЗ тата ОРВИ чирĕсем ачасене аптратнă чухне чылай ашшĕ-амăшĕ температура чаксанах пепкесене шкула яма тăрăшать. Тухтăрсем кăтартнă вăхăта вĕçне çитиех тăсмалла. Вĕрентỹрен тăрса юлма памĕ учитель. Урокра ỹрĕк-сỹрĕк ача вăл вĕçленессе кăна кĕтет. Мана, тивĕçлĕ канăва тухичченех кĕçĕн классемпе ĕçленĕскере, çакăн пек пĕтĕмлетỹсем тума юрать пулĕ тетĕп: ачасене йăнăш тăвасран асăрхаттарма çăмăлрах, тунă йăнăша тỹрлетме вара йывăр. Ас тăвăр, ачаран вĕренỹри утăмсем йывăррăн пыраççĕ пулсан, унăн наянлăхĕнче мар, ачан хăйне евĕрлĕ аталанăвĕнче те пулма пултарать. Кун пек чухне вĕрентекене класс ертỹçи те, логопед та, психолог та пĕрле тăрăшсан, ỹсĕм тума пулатех. Иртнĕ çул Йытă çулталăкĕ пулчĕ. “Варежка” кружокăн занятийĕсем хулари библиотекăсенче иртетчĕç. Йытă çинчен тĕрлĕ калаçусем (йытăсене хисеп туса лартнă палăксем, йытă-космонавтсем тата ыт. те) ирттерме тăрăшрăм. Пĕррехинче, çумăрлă кун, хулари “Юный художник” лавкка умĕпе иртсе пынă чухне тăпах чарăнса тăтăмăр. Çумăрпа йĕпеннĕ, кăкарса хунă пĕчĕк йытăпа хĕр ача калаçать: "Эсĕ йĕп-йĕпе. Сана, пĕчĕкскере, эпĕ шеллетĕп”... Çĕнтерỹ кунĕнче иртекен “Вилĕмсĕр полк” акцине иккĕмĕш хут хутшăнтăмăр. Катя хăйĕн тăванĕн, хаяр вăрçăра чикĕ хуралçи пулнă Парамон Осиповăн сăнне алăран ямасăр йăтса пычĕ. Тепĕр çул хĕр ача валли салтак çи-пуçне çĕлеттерме палăртатпăр. Тен, шкулта та кирлĕ пулĕ тетпĕр.

А. Сергеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика