АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен спортсменĕсем те палăрнă

18 января 2019 г.

Трак ен спортсменĕсем те палăрнă

Кăрлачăн 11-13-мĕшĕсенче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ СШОРăн çăмăл атлетсен манежĕнче çăмăл атлетикăпа Атăл çи федераци округĕн чемпионачĕпе ăмăртăвĕ иртнĕ. Тăватă виçе ỹсĕмĕнче медальсен 32 комплекчĕшĕн кĕрешнĕ. Спорт уявĕнче Чăваш Енри пултаруллă спортсменсене чысланă. Пирĕн ентеш, Еншик Чуллăра çуралса ỹснĕ Роман Георгиев “Раççей спорт мастерĕ” паллăна тата удостоверение тивĕçнĕ. Ăмăртусенче пирĕн ентешсем те палăрнă. ЧР Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн пынă ăмăртусенче тупăшса, 3000 м дистанцире пирĕн район воспитанникĕ Сергей Петров мала тухнă. Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕпе ăмăртăвĕнче вара 5000 м утса 19 мин 39,8 сек вăхăтпа Роман Георгиев чемпион ята тивĕçнĕ. Александра Андреева 2000 м чăрмавсем урлă чупса (6 мин. 59,9 сек) кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. 23 çулчченхи каччăсенчен 1500 м (3 мин. 53,36 сек) чупса Александр Васильев çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика