АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Серафима аппа туллин савăнчĕ

18 января 2019 г.

Серафима аппа туллин савăнчĕ

Сурхури уявĕнче тыл тата ĕç ветеранĕ, Пикшик ялĕнче пурăнакан Серафима Андреева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ, хăна-вĕрле пухса мĕн пур тăванне, пускилсене уяв кĕрекине йыхравларĕ. Ватăна саламлама Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин, ку тăрăхри ветерансен канашĕн председателĕ Н. Шемякина, тĕп усадьбăри кану центрĕн тата вулавăшăн ертỹçисем Л. Ивановăпа Н. Спиридонова, “Шанчăк” ушкăн артисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хисеплĕ кинемие Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне, хаклă парне парса чыс турĕç, тав сăмахĕсемпе саламларĕç. Çавсене вара С. Андреева тивĕçех. С. Андреева 1929 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче хамăр районти Янмурçин ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ, ашшĕ-амăшне пулăшаканĕ пулнă. Çичĕ пĕр тăван хушшинче вăл виççĕмĕш пулнă май, хăйĕнчен кĕçĕннисене пăхаканĕ пулнă. Хĕр çулĕ çитсен Пикшик ялĕнчи П. Андреевпа çемье çавăрнă, 4 ача çуратса пăхса ỹстернĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Кинемин 7 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук. Мăшăрĕ “Большевик” хуçалăхра механизаторта, Серафима Сартăванти сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хунă. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе, чун-чĕререн туса пынăран С. Андреевăна хуçалăх правленийĕ пĕрре çеç мар хаклă парнесемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Унăн кăкăрне “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Нумай çул хушши вăй хунăшăн, тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн”, юбилей медалĕсем илем кỹреççĕ, вăл “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. С.К. Андреева район депутачĕ те пулнă, Шупашкарти съездсене те хутшăннă. Пурнăçĕ, ытти çынсем пекех, çăмăл пулман. Ачине те пытарма лекнĕ. Хунямана та чыс пăхса пурăннă. Пурăнмалли çурт кивелсен çĕнĕ 2 хутлă çурт лартма та тивнĕ. Ачисем килсех çỹреççĕ тăван килне, ватăн сывлăхĕпе интересленеççĕ. Пускил хĕрарăмĕ Н. Шемякина та час-часах калаçма кинеми патне каçса ларать. Эпĕ те хисеплĕ ватăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.

Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика