АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха тырă туса илме пĕлетпĕр, ăна упрама вара?

18 января 2019 г.

Юлашки çулсенче кун пекки пулман теççĕ специалистсем. Сăмахăм чăваш тыр-пулĕ пирки. 2018 çул — ял хуçалăхĕнче тырра ют çĕршывсене сутасси ỹснипе палăрса юлать тесен те йăнăш пулмĕ. 2017 çулта Чăваш Республикинчен сăра тумалли салата Монголие, Узбекистана, Казахстана 114 тонна çеç ăсатнă пулсан, пĕлтĕр чăваш тыр-пулĕ саланнă çĕршывсен шучĕ йышланнă кăна мар, калăпăшне илес пулсан та, ỹсĕм пысăк: 7 пин тонна яхăн. Ирана, сăмахран, пирĕн республикăран 584 тонна урпа çитнĕ. Латвие тата Польшăна 192 тонна йĕтĕн кайнă, çавăн пекех Беларуçе тата Польшăна — шăпкан (рыжик), Узбекистана — пăрçа, Польшăна — апатлăх вика, Латвие — ыраш тата сĕлĕ. Палăртмалла, чăваш тыр-пулне экспорта ямашкăн Самара, Мускав, Аçтăрхан фирмисем туянаççĕ. Вĕсем тыр-пула юта сутассипе тахçанах ĕçлеççĕ. Хамăр хуçалăхсем те ку енпе правурланса пыраççĕ. Тỹрремĕнех Пăрачкав тата Етĕрне, Çĕрпỹ ра-йонĕсенчи хуçалăхсенчен сĕлĕ, пăрçа, вика илсе кайнă. Шупашкар хулинче вырнаçнă темиçе предприяти те палăрнă ку енĕпе. Паллах, чăваш тыр-пулне хамăр çĕршывра та аванах туянаççĕ. Россельхознадзор специалисчĕсем каланă тăрăх, çакăнта республикăра фитосанитари енĕпе карантин çукки пысăк витĕм кỹрет. Фирма представителĕсем чи малтанах шăпах республикăра фитосанитари енĕпе карантин палăртнă зонăсем пуррипе кăсăкланаççĕ иккен. Апла пулин те, экспорта каякан тырра сиенсĕрлетеççĕ — саккунсем çапла тума хистеççĕ тата ют çĕршывсем хăрушсăр тыр-пул кĕтеççĕ кунтан. Тырă хăрушсăрлăхне, çавăн пекех пахалăхне çирĕплетекен тĕп документ вăл — Тивĕçтерỹлĕх декларацийĕ (Декларация о соответствии). Ăна çак тавара ятарласа тĕпчеттернĕ хыççăн тин параççĕ. Тырăра сиенлĕ япаласен, микотоксинсен, пестицидсен, радионуклидсен, çавăн пекех бензапирен виçерен пысăк пулмалла мар! Сиен кỹме пултаракан курăк хутăшĕсем тата сăтăрçăсем пирки каламасăрах паллă ĕнтĕ. Тивĕçтерỹлĕх декларацине Таможня пĕрлĕхĕн “Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен” текен техника регламенчĕ илме хистет. Документсăр тырра пахалăхсăррисен шутне кĕртеççĕ. Çын сывлăхне тата пурнăçне хỹтĕлес тĕллевпе йышăннă регламентра тырă пахалăхĕ пирки кăна мар, ăна тĕрĕс упрамалли тата сутнă е унран мĕн те пулсан хатĕрленĕ чухне пăхăнмалли требованисем пирки каланă. Тĕрĕслевсем мĕн кăтартаççĕ-ха? Шел те, пур хуçалăх та çак документа илес тесе тăрăшмасть иккен. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумай чухне шăпах деклараци çуккипе çыхăннă та. Çукки — пĕрре, хăш-пĕр чухне декларацире çырни чăнлăхпа пĕр килменни те тĕл пулать. Çавна май Россельхознадзор инспекторĕсен хуçалăхсем илнĕ декларацисене пăрахăçлама тивет. Çав тери йывăррăн пухса илнĕ тырра тĕрĕс-тĕкел упрасси — тепĕр ыйту. Управсен çивиттийĕсем шыв яни, чỹречисем çукки, алăкĕсем япăх хупăнни, шăши-йĕке хỹре кĕме пултарни тыр-пул хăрушсăрлăхĕнче тата пахалăхĕнче иккĕленỹ çуратаççĕ, паллах. Пĕр хуçалăхра управра кăвакарчăн виллисем те куç умне пулнă. Паха тухăçа çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе е урăх япаласемпе пĕрле упрама юраманнине те манаççĕ иккен хăш-пĕр хуçалăхсенче. Сăмах май, тĕрĕслевсем паянхи кун та пĕтмен. Тыр-пул енĕпе çирĕп ыйтни ахаль мар. Юлашки çулсенче Раççейрен урăх çĕршыва тырă ытларах сутма пуçлани пирки асăнтăм ĕнтĕ. Çакă пысăк яваплăх та — Раççейрен каякан тыр-пулăн пахалăхлă кăна мар, хăрушсăр та пулмалла. Пĕлтĕр Россельхознадзор тата прокуратура ĕçченĕсем хуçалăхсем тыр-пул пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ енĕпе саккунсене епле пăхăннине юпа уйăхĕнче тĕрĕслерĕç. Çỹлерех асăннă тата ытти йĕркесĕрлĕхе Елчĕк, Шупашкар, Вăрмар, Куславкка, Йĕпреç, Улатăр, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче, çавăн пекех Шупашкар хулинче тупса палăртнă.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика