АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялта ăраскалне тупнă

18 января 2019 г.

 Çĕнĕ çул умĕн Карай ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, Венгри çĕршывĕнчи хаяр тытăçусене хутшăннă Василий Прохорович Прохоров 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кун ячĕпе хисеплĕ ватăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов тата вырăнти "Карай ен" пултарулăх ушкăнĕ саламларĕ. Дмитрий Федорович юбиляра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕшĕн, каярах халăх хуçалăхне ура çине тăратма пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ, Тав хучĕ тата совет çарĕсен Германинчи ушкăнĕпе Варшава килĕшĕвне хутшăннă ветерансен канашĕн "100 лет Вооруженным Силам СССР" медальне пачĕ. Вырăнти артистсем ватăна хавас юрăсем парнелерĕç. Василий Прохорович Карай ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкула çỹренĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, вăл вăхăтри ыттисен евĕрех, çăмăл килмен. Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен тăрăшма тивнĕ. Çарта пулнă. Каярах В. Прохоров тăван "Россия" хуçалăхра водительте вăй хунă, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă. Çулсем шав малаллах шăваççĕ. Акă, Василий Прохорович та 85 çул тултарчĕ. Ăс-тăн енчен улшăнман вăл, хаçат-журнала алăран ямасть, "сенкер экранпа" илемлĕ фильмсем пăхма кăмăллать, тăтăшах Чăваш наци радионе итлет, сывлăхĕ çине ỹпкелешмест. Ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрỹшĕ, мăнукĕсем ватăн сывлăхĕпе тăтăшах интересленеççĕ. В. Прохоров хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. П. Дмитриев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика