АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район энциклопедийĕн 2-мĕш томĕ пулмаллах

18 января 2019 г.

 Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче районăн тулли энциклопедийĕ пичетрен Тухрĕ. Ăна вулакан патне çитерессишĕн Трак енри нумай çын тăрăшрĕ, кирлĕ ĕçе хутшăннă ентешсем тав сăмахне тивĕçлех. Энциклопедие калăплас шухăш манăн 2010 çулта тĕвĕленчĕ. Трак енри историпе таврапĕлỹ халăх музейĕн ĕçне лайăхлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В. Александров патĕнче йышăнура пултăм. Владимир Валерьянович: “Владмир Серафимович, архив докуменчĕсемпе лар та кĕнеке çыр, укçине тупса паратпăр”, — терĕ. Кĕтмен сĕнĕве эрне çурă пуçра тишкернĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхне энциклопедин тулли вариантне çырма хатĕррине пĕлтертĕм. Владимир Валерьянович килĕшрĕ. Республика тăрăх çỹресе ра-йонсен энциклопедийĕсене пуçтартăм, вĕсен лайăх енĕсене шырарăм, тăван район энциклопедине вĕсенчен лайăхрах тăвас шут çирĕпленчĕ. Анчах та район ертỹлĕхĕ улшăнса тăма пуçăнни энциклопедие пичетрен кăларас ĕçе тăсса ячĕ. Каярах В.М. Михайлов тĕп редактор калама çук пысăк ĕç турĕ районшăн. Республикăри районсен пĕр томлă энциклопедийĕсен шутĕнче пирĕн кăларăм чи ла-йăххи, тĕрлĕ тĕслĕ хушма фотодокументсене шута илсен унта 740 страница. Районта пурăнакансем унпа мухтанаççĕ, энциклопедие калăплама хутшăннисене тав тăваççĕ. Çав вăхăтрах чылай сĕнỹ тăвакансем те пур, вĕсемпе пирĕн малалла ĕçлемелле. Уйрăмах паллă ентешсем, тỹрремĕнех ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем çинчен сахалрах çырнă, Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем пирки асăннă чухне пурин çинчен те çырман текенсем пур. Районта пурăнакансем, ытти районсемпе хуласенче тĕпленнĕ ентешсем! Район энциклопедийĕн 2-мĕш томне калăплас ĕçе çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех пуçăнтăм. 1-мĕш том валли хатĕрленĕ чылай çынсем пирки унта çырайман, документсемпе çирĕплетмелли самантсем те пулчĕç. Сирĕнтен энциклопедие кĕрсе юлайман тава тивĕçлĕ ентешсем пирки документсемпе çирĕплетнĕ статьясем кĕтетĕп. 1968 çултанпа архивсенче тĕпчев ĕçĕсем тунă пулин те, 2014-2018 çулсенче Чăваш Республикин истори архивĕнче район энциклопедине ытти районсенчен лайăхрах тăвас тесе нумай-нумай документсене тишкертме тиврĕ. Ялсем патша, совет саманинче аталанни, 1918-1922 çулхи граждан, 1941-1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин районти çар комиссариатĕнче вăрттăнлăхпа упранă хăш-пĕр докуменчĕсене тишкерни те район энциклопедийĕн 2-мĕш томĕ районта пурăнакансемшĕн интереслĕ пуласса шанса тăратăп. Тата çитес çулхи февраль уйăхĕнче хам 70 çул тултаратăп, пурнăçри юбилей самантне архив докумен-чĕсем тăрăх çырнă анлă кĕнекепе паллă тăвасшăн. Район энциклопедийĕн 2-мĕш томне авторсенчен пĕри пулса калăплама пуçăнтăм, ĕмĕте пурнăçлама вăй, ăс-тăн çитессе шанатăп. Ентешĕмсем! Хăвăр сĕнỹсене çак адреспа çитерме пултаратăр: Красноармейски сали, Туслăх урамĕ, 19 çурт. Владимир Серафимова. Манăн телефон: 8-909-305-76-01. В.Серафимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика