АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пĕчĕк чăрăша вăрмантах аван”

18 января 2019 г.

“Пĕчĕк чăрăша вăрмантах аван”

Çĕнĕ çул — юратнă, пурте кĕтекен хавас уявсенчен пĕри. Чăрăш вара унăн праçникĕнчи сип-симĕс тĕслĕ паллă. Çулленех çак уяв валли ăна мĕн чухлĕ касмаççĕ пулĕ? Çут çанталăк тусĕ темиçе кун хушши пире уяв сĕмĕ парнелет те... ун хыççăн ăна çỹп-çап ешчĕкне кайса пăрахаççĕ. Чăрăшсене тĕлли-паллисĕр касса пĕтерессинчен асăрхаттарассине, пĕчĕккисене çут çанталăка юратма вĕрентессине тĕпе хурса Кĕçĕн Шетмĕри ялти вулвăшра вырăнти шкулăн вăтам класĕсенче вĕренекенсем валли “Пĕчĕк чăрăша вăрмантах аван” ятлă юмах пулчĕ. Вĕренекенсем интересленсех вăрманти тискер кайăксен тата пĕчĕк йывăçсемпе тĕмсен ролĕсене вылярĕç. Юмах вĕçĕнче ачасем çак шухăш патне пырса тухрĕç: уяв валли вăрманти симĕс туса касиччен лавккари искусственнăй чăрăша туянмалла. Юмах пурне те кăмăла кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика