АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал 26 ФАП ĕçе кĕрĕ

18 января 2019 г.

Пахалăхлă, юрăхлă та ансат медицина пулăшăвĕ парасси — Чăваш Республикин патшалăх политикин приоритетлă енĕсенчен пĕри. Пациента врач умĕнхи пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе Чăваш Енре 526 ФАПпа фельдшер пункчĕ ĕçлеççĕ. 2013 çултан тытăнса республикăри ял тытăмĕнче сывлăха сыхлас инфратытăм чылай çирĕпленчĕ. ЧР Пуçлăхĕн 124-мĕш №-лĕ “ЧР ялти халăха пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парас енĕпе хушма мерăсем çинчен” Указне тата “Ял территорийĕсене туллин тата тĕреклĕн аталантарасси” республика программисене пурнăçласа çĕнĕрен 179 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Юлашки 5 çулта ку тĕллевпе 503 млн тенкĕ ытла тăкакланă. 2019 çулта çĕнĕрен 26 ФАП çĕклесе лартма пăхаççĕ. Модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем паянхи вăхăт ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтереççĕ: çурта газпа хутса ăшăтаççĕ, вĕри тата сивĕ шыв пур, пандуссем туса панă. Кунта çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă, медицина техники, инструментсем çителĕклĕ. ФАПра фельдшер йышăнмалли кабинет пур, пациента туллин тĕрĕслемелли, процедура кабинечĕсем, санузел, эмелсем упрамалли пỹлĕм вырăн тупнă. Кăçал пирĕн районта та çĕнĕ ФАП тума пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика