АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Верка акай — вăрçă ачи

13 ноября 2018 г.

Верка акай — вăрçă ачи

Пирĕн тăрăхра çулĕсемпе чи ватă çынсенчен пĕри Верка акай. Апла пулин те ĕçсĕр лармасть вăл, кунĕпех кил хушшинче, кил-çуртра кăштăртатса çỹрет. Çулла çум çумламалла-и, кĕреплепе утă турамалла-и, пỹрт-çуртра çỹп-çапран тасатмалла-и — пур çĕре те вăй çитнĕ таран çитме тăрăшать. Кĕр кунĕсенчен пĕринче пултăм унта. Эпĕ пынă вăхăтра анкартинчеччĕ вăл, кĕреçе тытнă та çĕр улми кăларать. "Çанталăкĕ лайăх тăрать те чăтса тăраймарăм, вăй çитнĕ таран чакаланатăп, авă. Петя шăллăмăн хĕрĕ Аля "иккĕмĕш çăкăр" кăларнă çĕрте тар тăкнăшăн вăрçкалать-ха. Альăн ывăлĕ Миша кăçал чылай ĕç туса пачĕ: пỹрт тăррине сăрларĕ, анкартинче çăл чаврĕ, пахча çимĕç çитĕн-терме теплица лартса пачĕ", — савăнса каласа парать кинеми. 1933 çулхи хĕлле, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ачалăхĕ йывăр, вăрçă çулĕсенче иртнĕ, çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Ултă çул çеç вĕренме тỹр килнĕ ăна. “Атте, А. Васильев, вăр-çа тухса кайнине астăватăп-ха: “Эпир ăçта каятпăр, Гитлер чĕннĕ хăнана, пăрçа кукли çиме”, тетчĕ. Юрласа, макăрса килтен тухса кайрĕ. Эпир чăпта çапса юлтăмăр. 1942 çулта хаклă çыннăмăр яланлăхах куçне хупни çинчен сас-хура çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннă хыççăн фронтра тăшмана тустарнă юлташĕ аттен юлашки кунĕсем пирки каласа пачĕ. Салтаксен ушкăнĕ тăшман ункинчен тухнă чухне ытти салтаксемпе пĕрле пытанма окопа сикнĕ. Çав вăхăтра нимĕçсен снарячĕ окопри салтаксене сирпĕтсе янă. 3 ывăлпа пĕр хĕре пĕчченех ура çине тăратнă апай. 88 çулхи Володя пичче Красноярскинче, 83 çулхи Петя шăллăм Бугульма хулинче пурăнаççĕ”. Пурăнса ирттернĕ кун-çулĕн чылай тапхăрне ăшшăн аса илчĕ вăл. "Астăватăп-ха, ял совет ĕçтăвкомĕн председате-лĕнче ĕçленĕ Павел Анисимов 1956 çулта кунта техничкăна ĕçлеме вырнаçтарчĕ. Ял совет ĕçтăвкомĕнче тирпей-илем тунисĕр пуçне хĕлле çурта хутса-ăшăтса тăнă. Çав вăхăтрах "Большевик" колхоз ĕçне те хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Ĕçрен хăраса тăман, бригадир хушнă ĕçе вăй çитнĕ таран кỹлĕннĕ, çук тесе каламан. Ял хуçалăхĕнче вара темĕн тĕрлĕ ĕç те тума лекнĕ. Астăватăп-ха, ферма валли пусыпка авăртма михĕпе тырă кăлараттăмăр. Хамăр ялти Е. Григорьева миххине ỹкерчĕ. Арман хуçи Исак Николаев армантан тухса аллине ман хулпуççи çине хучĕ те: "Шупуç йăхĕ эсĕ, маххă ан пар", терĕ. А. Сергеевăпа миçе гектар тырă акман пулĕ. Халĕ те, ун чухне тракторпа ĕçленĕ Г. Прохоров сывлăх сунса салам сăмахĕ каласа ярать. Йывăр пулсассăн пуçа усса лармастăп, 86 çула кайрăм. Петя шăллăмăн хĕрĕпе Альăпа ватлăха ирттеретĕп. Вăл БСМПăн районти больницăн филиалĕнче стоматологи уйрăмĕнче тăрăшать". Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Тăван хуçалăхри ĕç кăтартăвĕсемшĕн Верка акая Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе пĕрре кăна мар чысланă. Унсăр пуçне вăл "Ĕç ветеранĕ", "Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май" медальсене типтерлĕн упрать. Сывпуллашнă май, темĕн те аса илчĕ вăл, шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса "эсĕ Пикшик ял администрацийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă чух çынна ăнланма пĕлетĕнччĕ, халăхпа ĕçлеме пултараттăнччĕ", — терĕ В. Васильева. Çакă мана пушшех савăнтарчĕ. Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика