АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИМЕне йыхравлатпăр

13 ноября 2018 г.

НИМЕне йыхравлатпăр

Трак енре пурăнакансем, унăн хисеплĕ çыннисем! Трак енĕн çурçĕр енчи ĕлĕкхи ярмăркка лапамĕ юлашки вăхăтра чылай çĕнелсе улшăнчĕ. Ку вырăна эпир юратса тата хисеплесе ĕлĕкхи несĕлсен ячĕпе "Виçĕ хĕвел" тесе ят патăмăр. Эпир çакна туятпăр тата чунтан сисетпĕр: малашне "Виçĕ хĕвел" парк çутă та илемлĕ, килен-каяна хăй патне йыхравлакан вырăн пулĕ. Кунта пирĕн халăхăн ырă йăли-йĕркине çĕнĕрен çĕклеме пултарăпăр. Кăçал кунта НИМЕ йăлипе чылай йывăç-тĕм, чечексем лартрăмăр. Кĕркунне нумай çул ỹсекен чечексене лартнă чухне ырă чун-чĕреллĕ 50 çынна яхăн хутшăнчĕ. Ĕмĕртен ĕмĕре кирек камшăн та чи пĕлтерĕшли тата хакли ÇЕМЬЕ пулса тăрать. Эпир пурте телейлĕ те тулли çемьешĕн ĕмĕтленетпĕр. Паркра "Телейлĕ çемье" скульптура композицине вырнаçтарсан епле аван пулнă пулĕччĕ. Канаш хулинче пурăнакан А.Н. Николаев скульптор йывăçран сайра тĕл пулакан композици хатĕрлесе пама пулчĕ. Алексей Николаевич чăн-чăн ăста, хăй пурăнакан вырăнта вăл иртнĕ çул хăйне евĕрлĕ "Двенадцать Созвездий" ятлă композици хатĕрлесе пачĕ. "Телейлĕ çемье" композицин пĕтĕмĕшле хакĕ 150 пин тенкĕ. Çак шухăша туллин пурнăçа кĕртес тĕллевпе НИМЕне хутшăнма, укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтатпăр. Укçана СБ 4276 7500 2908 4380 карта çине хушамат, ят, ашшĕ ятне кăтартса куçарма е тỹрех укçан пама пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89053412168. Сире юратса тата хисеп туса Красноармейскинчи Мефодьевсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика