АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи тĕп ыйтусене сỹтсе явнă

13 ноября 2018 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ертсе пынипе Трак енри çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне комисси членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Вĕсем кун йĕркине кĕртнĕ паянхи актуаллă ыйтусене — пассажирсене турттарассине хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, çавăн пекех автомобиль çулĕсене тата подрядлă организацисене хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕрлесе çитерес — пăхса тухнă. Лару Трак енре пассажирсене турттарас ыйтуран пуçланнă. Пурне те кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче Карачура ялĕ патĕнче пулса иртнĕ хăрушă инкек пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Унта 12 çынăн кун-çулĕ татăлнă. Çавăнпа та пассажирсене турттарас çĕрте хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва кун йĕркинчен кăлармалла мар, водительсен çул çỹрев правилисене çирĕп пăхăнмалла, куçăм хăвăртлăхне пăхăнса тăмалла, çанталăка пăхăнса çỹремелле. РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Цивильский" пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Андреев кăçалхи 10 уйăхри Трак енри çул-йĕр çинчи лару-тăрупа паллаштарнă. Январь-октябрь уйăхĕсенче çул-йĕр çинче 12 инкек пулнă. Унта 4 çынăн кун-çулĕ татăлнă, 9-шĕ аманнă. Çавăн пекех ачасем хутшăннипе тепĕр инкеке регистрациленĕ, унта çамрăк суранланнă. Пассажирсене муниципаллă (икĕ маршрутпа), вĕренекенсене шкул маршручĕсемпе турттарас çĕрте хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе А. Андреев тата комисси секретарĕ-райадминистрацин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ С. Григорьев тухса калаçнă. Автомобиль çулĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пăхса-тытса тăрас тата çул-йĕр хуçалăхĕн ертỹçисем умĕнчи тĕллевсем пирки "Воддорстрой-Красноармейское", "Дормашсервис" ООО тата В. Ермаков ИП представителĕсем каласа кăтартнă. Çакна палăртнă: подрядлă организацисем яваплă тапхăра хатĕр, техника, ытти хатĕр-хĕтĕр пĕтĕмпех пур. Ларăва пĕтĕмлетсе А. Кузнецов сăмах каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика