АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çулталăкри чи çамрăк специалист" конкурс

13 ноября 2018 г.

 Çамрăк специалистсен професси ăсталăхне тата статусне ỹстерес, яллă вырăнсенчи 35 çула çитмен каччăсемпе хĕрсене укçа-тенкĕ енчен пулăшу кỹрес тĕллевпе ЧР Красноармейски районĕнчи "Вĕрентĕве аталантарас" программăпа тата "Яш-кĕрĕм" çум программăпа килĕшỹллĕн кăçалхи чỹк уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче професси ăсталăхĕн "Çулталăкри чи çамрăк специалист" конкурсне йĕркелеççĕ. Унта 35 çула çитмен, район территорийĕнче икĕ çултан кая мар ĕçлесе пурăнакан яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать. Конкурс йĕркелỹçи — район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ. Конкурса хутшăнма йĕркелỹ комитетне çак документсене тăратмалла: — предприяти-организаци ертỹçи алă пуснă, кандидат çине çырнă çыру-представлени; — кандидата тăратнă пирки профсоюз организацийĕн пухăвĕн (конференцийĕн), организацин е обществăлла пĕрлешĕвĕн пĕрлехи пухăвĕн протоколĕ; — ертỹçĕ алă пуснă 3х4 см сăнỹкерчĕклĕ (çỹлти сылтăм енне çыпăçтараççĕ) характеристика; — паспорт копийĕ; — кандидат çинчен хаçат-журналта каласа паракан материалсен копийĕсем; — кандидатăн творчествăри, производствăри тата управлени ĕçĕнчи пултарулăхне хаклакан ытти наградăсен копийĕсем, докуменчĕсем; — кандидатăн ĕç-хĕлне палăртакан сăн ỹкерчĕксем (электронлă хатĕр çинче, 10 сăн ỹкерчĕк, вĕсенчен пĕри — портрет майлă); — хушма материалсем (фото-, аудио-, видеоматериалсем, творчество ĕçĕсем). Документсене уйрăм папкăна вырнаçтармалла та чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан эксперт специалисчĕ патне çитермелле. Документсене ятарлă комисси пăхса тухать. Унта хутшăнакансене Дипломсем параççĕ, çĕнтерỹçе Дипломпа чыслаççĕ, укçа-тенкĕпе хавхалантараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика