АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

13 ноября 2018 г.

 ЧР Экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерствипе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу кỹрес тата халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен республикăри бизнес-инкубатор "Чăваш Енри 2018 çулхи чи лайăх предприниматель" тата "Хăвăн ĕçна пуçласа яр" республикăри конкурссене документсем йышăнма пуçланă. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансем "Чăваш енри 2018 çулхи чи лайăх предприниматель" конкурса çак номинацисемпе хутшăнма пултараççĕ: "2018 çулхи чи лайăх пĕчĕк предприяти", "2018 çулхи чи ла-йăх вăтам предприяти", "2018 çулхи чи лайăх предприниматель", "2018 çулхи чи лайăх социаллă проект", "2018 çулхи чи лайăх инновациллĕ-активлă предприяти", "2018 çулхи чи лайăх çамрăк предприниматель", "2018 çулхи халăхăн илемлĕ промысли тата ремесли тĕлĕшĕнчи чи лайăх предприниматель", "2018 çулта чи лайăх ял хуçалăх таварĕсем туса илекен", "Ăнăçлă старт". "Хăвăн ĕçна пуçарса яр" конкурс яш-кĕрĕм хушшинче иртет. Çĕнтерỹçĕсене "Чăваш Енри 2018 çулхи чи лайăх предприниматель" тата "Хăвăн ĕçна пуçарса яр" конкурссене йĕркелекен комисси палăртать. Унта виçĕ призлă вырăнтан ытла пулмасть. Конкурса яш-кĕрĕмĕн хăй тĕллĕн хутшăнма май пур тата Чăваш енри предпринимательсен обществăлла пĕрлешĕвĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем кандидатурăсем тăратма пултараççĕ. Конкурса хутшăнма документсене ЧР Экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерствин "РБИ" АУ-не çак адреспа тăратмалла: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 12Б çурт, 411 офис, тел. (8352) 49-99-95. Документсене декабрĕн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика