АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт пухакансене пухса калаçнă

13 ноября 2018 г.

 Иртнĕ эрнекун район администрацине Трак тăрăхĕнчи ялсенче сĕт пухакансене чĕнсе илнĕ. Тĕл пулăвăн тĕп тĕллевĕ — хамăр патра "шурă ылтăн" хакĕ ытти районсемпе танлаштарсассăн пĕчĕкрех (18 тен-кĕпе танлашнă). Тĕслĕхрен, кỹршĕри Элĕк районĕнче сĕтĕн пĕр литрне 24 тенкĕпе, Хĕрлĕ Чутайра 28 тенкĕпе илсе тăраççĕ. Çакăн пек пысăк уйрăмлăх район пуçлăхĕсене пăшăрхантарать, ял çыннисен кăсăклăхне хỹтĕлеме хистет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов лару-тăрăва ял хуçалăх тата экологи пайĕнче пăхса тухса тишкерме, ыйтăва çитес вăхăтра татса пама хушнă. Хаçат тухма хатĕрленнĕ вăхăтра палăртнă ыйтупа çĕнĕлĕхсем пулса иртнĕ. Тунтикун ял çыннисем сĕте 20 тенкĕрен хаклăрах хакпа парса янă. Сĕт хакне район администрацийĕнче ятарлă асăрхаса тăраççĕ. М. Евграфова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика