АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ШЫРАВ" наукăпа практика конференцине хутшăнма чĕнеççĕ

13 ноября 2018 г.

 Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ "ШЫРАВ" наукăпа практика конференцине хутшăнма чĕнет. Ăна наукăпа техника творчествине кỹлĕннĕ ачасен пултарулăхне, тĕпчев тата проект ĕçĕ-хĕлĕн культурин никĕсĕсене аталантарма, федерацин патшалăх вĕрентỹ стандарчĕсемпе (ФГОС) килĕшỹллĕн предметсен, пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Конференцине пĕтĕмĕшле пĕлỹ, ачасене хушма пĕлỹ паракан организацисен 18 çула çитичченхи вĕренекенĕ-сем хутшăнма пултараççĕ. Ăна виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: 1 тапхăр — муниципаллă (2018 çулхи ноябрьтен пуçласа 2019 çулхи февралĕн 9-мĕшĕччен); 2 тапхăр — тăратнă ĕçсен малтанхи экспертизи (суйласа илмелли тапхăр, 2019 çулхи февралĕн 9 — 25-мĕшĕ); 3 тапхăр — республикăри — куçăн майпа (очный), (2018 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче, Шупашкар хули). Конференци çак номинацисемпе тата тематика секцийĕсемпе иртет: Наукăпа техника творчестви 1 №-лĕ секци. "Техникăлла модельлени тата кон-струкцилени" (авиа-, ракетомодельлени, авто-, мотомодельлени, картинг, судомоделизм тата ыт. те). 2 №-лĕ секци. "Вĕренекенсен наукăпа техника тата изобретатель проекчĕсем" (робототехника, радиотехника тата электротехника; приборсем, механизмсем; радиоэлектроника; рационализатор ĕçĕсем, эксперимент тата фантази моделĕсем). Ĕçлев пултарулăхĕ 3 №-лĕ секци. "Конструкци материалĕсене ĕçлесе ла-йăхлатасси (обработка) (йывăç, металл, пластмасс тата ыт. те) — Раççей космосне халалланă парнесемпе сувенирсем. 4 №-лĕ секци. "Декораципе ĕçлев пултарулăхĕ" — Раççей космосне халалланă парнесемпе сувенирсем. Йĕркелỹ комитечĕн йышăнăвĕпе конференцин тематика секцийĕсене, тăратнă ĕçсене кура, пĕр çĕре пĕрлештерме е темиçе секцине пайлама пултараççĕ. Конференцине икшер çынран тăракан коллективлă ĕçсене кĕртме пулать, енчен унта кашни вĕренекенĕн сумлă тỹпи пур пулсан. Конференцин йĕркелỹ комитетне çакăн пек документ-сем тăратмалла: заявка; тунă ĕçĕн (изделин) вĕренỹпе творчество проекчĕ (10 страницăран ытла мар), проектăн сăн ỹкерчĕкĕсем, аннотаци ("Наукăпа техника творчестви, 4 №-лĕ приложени); проектпа килĕшỹллĕн тунă ĕçе (изделие) хỹтĕлемелле. Çакна асра тытмалла. Вĕренỹпе творчество ĕçне прект требованийĕпе хатĕрлемелле. Проекта электронлă почтăпа йышăнмаççĕ. Конференцинче кашни номинацине уйрăммăн пăхса тухаççĕ: 5-8 классем; 9-11 классем. Чи лайăх ĕçсене 2019 çулта республикăри тапхăра хутшăнма тăратаççĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене ра-йон администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Дипломĕсемпе чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика