АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яка çулпа çỹреме аванах çав

13 ноября 2018 г.

Яка çулпа çỹреме аванах çав

Хытă сийлĕ çулпа çỹреме епле меллĕ халĕ. Кирек хăш çанталăкра та: кĕркунне те, çуркунне те, çулла та, хĕлле те. Çакна ватти-вĕттипех туйса илтĕмĕр. Пĕр вунă çул каялла Ванюшкасси-Актай асфальтлă çул сарчĕç. Халĕ Çĕрпỹ хулине хăш вăхăтра çитнине те сиссе юлмастăн. Унтан вара... аслă тĕнчене тухма пулать. Çав вăхăталлах вак чул сарса Пшонкă-Ванюшкасси хытарнă çул турĕç. Куç умĕнчен пылчăк çухалчĕ, хĕлле те çула çил-тăман хупламарĕ. Кăçал çулла Ванюшкасси ялĕн урамĕсенче техника ĕçлерĕ: хăватлă грейдер, экскаватор, вăйлă вибраторпа пусăрăнтаракан йывăр катоксем... Çапла, паян пирĕн урамра асфальт сарман пулсан та, вак чул сарнă урам та çатма евĕрех курăнать. Липовая урам тăршшĕ 0,6 км, сарлакăшĕ — 3 м. Хăйăр хулăнăшĕ — 15-20 см, вак чул хулăнăшĕ те çавăн чухлех. Ял урамне те тикĕслерĕç. Малашне пылчăк та, тарăн юр та чăрмав кỹмĕ. Çакăншăн автомашина çỹретекенсем епле савăнмарĕç пулĕ? Ванюшкасси ялĕн çулĕ 1,5 млн тенке ларнă терĕç. Чăн-чăн строительсем теес килет манăн çул-йĕр тăвакансене. Вĕсем çула çурхи шывран, вăйлă çумăрсенчен хỹтĕлемелли сооруженисем туса хăварчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăраканни Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова пулчĕ. Çул-йĕр тăвакан организацийĕн пуçлăхĕ А. Исаев, тĕп инженерĕ Р. Ильин, мастерĕ С. Кузьмин. Ял çыннисем те май килнĕ таран çул тунă çĕрте пулăшу кỹчĕç: ял старости А. Леонтьев, А. Терентьев, О. Белоусова, Н. Соловьева, В. Софронов, О. Леонтьев, Г. Платонов, С. Платонова, В. Лукин, Ю. Николаев, Н. Кураков, З. Яковлева, Т. Сергеева, Л. Илларионова, Е. Софронова, Л. Никандрова, А. Прокопьева, Г. Владимиров, И. Никандров. Иртни асрах. Хăй вăхăтĕнче пирĕн евĕр пĕчĕк ялсене малашлăхсăр терĕç. Пылчăклă та тусанлă ял урамĕсем ача-пăчан туйăмĕсенче сыхланса юлнă. Трак пуххине е Çĕрпỹ ярмăрккине лаша кỹлсе урапапа кайса килнĕ. Вăл вăхăтра нимĕнле интернета та пĕлмен, телевизорĕ те ик-виç çемьере кăна пулнă. Краççынкăпа, керогазпа апат пĕçернĕ. Хутран-ситрен куçса çỹрекен кино килсе кăтарткаланă. Анчах вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Ырă пулăмсем кулленхи пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çакăншăн епле савăнмăн?

В. Викторов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика