АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей паттăрне Н.В. Смирнова халалласа

09 ноября 2018 г.

Раççей паттăрне Н.В. Смирнова халалласа

Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕрпỹри “Асамат” физкультурăпа спорт комплексĕнче Раççей паттăрне Н.В. Смирнова тата Раççей çар разведкине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа алла-аллăн çапăçассипе VI уçă турнир иртнĕ. Турнир пурин кăмăлне те кайнă. Унта 2004 çулта çуралнă тата унран аслăрах çулсенчи алла-аллăн çапăçассипе палăрнă чи вăйлă спортсменсем тупăшнă, интереслĕ те кăмăла çĕклекен вăйăсем кăтартнă. Хĕрỹ кĕрешỹсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсем палăрнă. Вĕсене Дипломсемпе, медальсемпе наградăланă, çĕнтерỹçĕсем вара хаклă парнесене тивĕçнĕ. Красноармейскинчи ДЮСШ командин йышĕнче 7 спортсмен тупăшнă. Вĕсенчен Дмитрий Карпов (2003 ç.ç., Трак шкулĕ, 70 кг), Андрей Васильев (2001, Трак, 80 кг), Дмитрий Тимофеев (1994, ЗЛПУМГ, 85 кг) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Никита Орешников (2004, Трак, 55 кг), Иван Николаев (2001, Трак, 80 кг) иккĕмĕш, Станислав Степанов (2004, Красноармейски, 55 кг), Денис Павлов (2003, Алманч, 60 кг) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Асăннă турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн çак йĕркесен авторне тата А. Тимофеев тренера алла-аллăн çапăçас енĕн республикăри федерацийĕ тата судьясен коллегийĕ Тав çырăвĕпе чысланă.

П. Яковлев/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика