АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ урамсене те çутă çитрĕ

09 ноября 2018 г.

 Кăçал Трак енри кашни ял урамне çутă çитерес пирки пĕрре кăна мар сăмах çĕкленнĕччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ял тăрăхĕсен ертỹçисене çак ĕçсене кĕске вăхăтра туса çитермелли пирки хытă ыйтса каланă. Кашни ялта, кашни урамра тĕттĕм вырăн юламалла маррине палăртнă. Чи малтан район центрĕнчи урамсенче светильниксем çутăлчĕç. Каярах нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче. Унтан аяккарахри ытти урамсене те çутă çитрĕ. Кăнтăр-хĕвеланăç микрорайонти çĕнĕ урамсенче палăртнă ĕçсене иртнĕ канмалли кунсенче пурнăçларĕç. Уява пăхмасăр конкурса выляса илнĕ "Свет енд Лайт" подрядчик, вырăнти подстанци ĕçченĕсене явăçтарса, ятарлă техникăпа çỹресе кирлĕ вырăнсенче çутă укçине перекетлекен светодиод светильникĕсене çакса тухрĕç. Пĕтĕмĕшле Красноармейски ял тăрăхĕпе 118 çĕнĕ светильник шута илнĕ. Кашнине ятарлă "5 лини" текен пралукпа çыхăнтарса хăварнă. Асăннă лини çук вырăнта фотореле вырнаçтарнă. Çакна пула кашни светильник тĕттĕмленме пуçласан — çутăлать, ир енне вара — сỹнет. Ку пурăнакансемшĕн чăнах та питĕ ырă улшăну. м. Гурьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика