15 августа 2017 г.
Вырма ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес, ун вăхăтĕнче комбайнерсене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарас тĕллевпе район администрацийĕ районти комбайнерсем хушшинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем чи нумай тĕшĕлессишĕн пыракан “Вырма-2017” ăмăрту йĕркелеме йышăннă. Положенире палăртнă тăрăх, кăтартусене кашни 7 кунран 5 хутчен пĕтĕмлетеççĕ. Ăмăрту пур тĕш тырă комбайнĕсем хушшинче те иртет. Унта ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенчи мĕнпур экипажсем хутшăнаççĕ. Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ чухне комбайнсен ĕçлев майĕсене “Тракторсен, тĕш тырă тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайнсен нормативĕсене палăртса эталон единици çине куçармалли условлă коэффициентсемпе усă курмалли медотикăпа” килĕшỹллĕн, шута илнĕ тỹрлетỹ коэффициенчĕсемпе усă кураççĕ. Саккăрмĕш кунне материалсене пăхса тухма комиссине параççĕ. Ун йышĕнче — Я. М. Григорьев — район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ (председатель); В. А. Васильев — ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ (секретарь); Г. Н. Матвеев — ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ; В. М. Данилов — ЧР информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерствин “Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” автономи учрежденийĕн редакторĕ (килĕшсе татăлнипе); В. Ю. Ермаков — хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ (килĕшсе татăлнипе). Саккăрмĕш кунне комисси итогсене пăхса тухать, çĕнтерỹçĕ-экипажсене палăртать, материалсене çирĕплетме тата хавхалантарма район администрацийĕн пуçлăхĕ патне тăратать. Малти виçĕ вырăна йышăннă комбайнсен экипажĕсене кашни 7 кунра Дипломсемпе, куçса çỹрекен вымпелсемпе тата укçан премисемпе чыслаççĕ: — пĕрремĕш вырăншăн — 1200 тенкĕ; — иккĕмĕшшĕн — 1000 тенкĕ; — виççĕмĕшшĕн — 800 тенкĕ.