АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика конкурсне хутшăннă

05 декабря 2008 г.

 

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче “Çемье-2008” республикăри конкурс финалисчĕсене — 28 çемьене — савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Унта пирĕн районтан Людмила Николаевнапа Юрий Михайлович Сергеевсем хутшăннă.

Сергеевсен çемйинче пилĕк ача, вĕсем пурте хĕр ачасем. Аслă хĕрĕ, Татьяна, И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Германире ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕшĕ, Оксана, аппăшĕ вĕреннĕ çĕртех ăс пухать. Виççĕмĕшĕ, Алена, экономикăпа технологи колледжĕн студентки. Тăваттăмĕшĕ, Светлана, Карай вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Кĕçĕнни, Кристина, 2005 çулта çут тĕнчене килнĕ.

Çемье пуçĕ — Юрий Михайлович “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ, ун мăшăрĕ — Людмила Николаевна — Карайри ватă çынсен çуртĕнчи социаллă ĕçчен.

Сергеевсем ĕçлеме çав тери юратаççĕ. Вĕсен çемйи сывă пурнăç йĕрки тытса пырать, ял-йышра пысăк хисепре.

Уявран Сергеевсем хаклă парнепе таврăнчĕç. Район администрацийĕ ку çемьене саламласа ырлăх-сывлăх сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика