АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент Указĕ — Ĕçмелли паха шыв çинчен

05 декабря 2008 г.

 

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн “Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009—2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программа çинчен калакан Указа алă пуснă. Анлă проект 2005—2008 çулсенче пурнăçланă çакнашкал программăна çĕнĕ шайра малалла тăсать.

Медиксем çирĕплетнĕ тăрăх, çын сывлăхĕ ĕçмелли шыв пахалăхĕнчен нумай килет, çавăнпа та Программăра палăртнă тĕллевсене пурнăçлани питĕ кирлĕ. Хальхи вăхăтра шыв тасатма усă куракан системăсем нумай енĕпе ĕçмелли шывăн лайăх пахалăхне тивĕçтермеççĕ. Шывпа тивĕçтермелли централизациленĕ системăсем тĕлĕшпе норма требованийĕсене çирĕплетнĕ май ку енĕпе çĕнĕ системăсене ĕçе кĕртмелле.

Çĕнĕ Программа тĕллевĕсем:

— Чăваш Республикинче пурăнакансене норма шайĕнчи пахалăхлă ĕçмелли шывпа туллин тивĕçтересси;

— çынсен сывлăхне упраса хăварасси тата пурнăç пахалăхне лайăхлатасси;

— ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли çăл куçсене çĕнетесси, сыхласси, вĕсемпе тирпейлĕ усă курасси.

Программăна пурнăçланă май, хуласенче пурăнакансене 100 проценчĕпех пахалăхлă шывпа тивĕçтерме палăртнă, ялсенче пурăнакансен паха шывпа усă куракан тÿпи 53,8 процентран 73,7 процента çити ÿсмелле. Ялсенче талăксерен çын пуçне усă куракан шыв виçи 39-тан 80 литр таран пысăкланĕ, тасатнă шывăн нормăпа пăхнă тÿпи — 5-рен 73 процент таран.

Чăваш Республикинчи 23 ялпа хулари йăлари канализаци каяшĕсене тасатмалли сооруженисене тата канализаци сечĕсене тăвасси тата реконструкцилесси. Çав шутра — 17 ял.

Программăна пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен 19 млрд та 777 млн та 714 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика