АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Йÿнетнĕ тавар”

05 декабря 2008 г.

 

Кулăш

Пĕр вăхăтра вĕреннĕ тус-йыша аса илсе

Вылякансем:

Нина Зык — актриса, вăлах Зоя Пахомова студентка.

Аня — студентка.

Викентий — стедент.

Витя — стедент.

Володя — стедент.

Гена — стедент.

ХĔрсемпе качЧăсем.

Кулăшри ĕç 1967 çулта Шупашкарта çуркунне пулса иртет.

ПĔрремĔш курăну

Каç. Каччăсен пÿлĕмĕ. Викентий клеш шăлавар утюклать. Витя тĕкĕр витĕр пăхать. Володя койка çинче кĕнеке вуласа ларать. Гена чăматанта тем шырать.

Викентий (çăмăлттайланса) Атăл хĕрринче Зоя Пахомовăна куртăм. Темле матросла тăхăннăскерне тупса янă.

Витя Мĕнле Зоя Пахомова çинчен калатăн эс?

Викентий (сÿрĕккĕн). Вырăс чĕлхи уйрăмĕнче вĕренет.

Витя. Эс унпа хăв çÿреттĕнччĕ-çке.

ВикенТий (аллипе сулса). Эй! Сÿпĕлти анчах вăл. Эп ăна: “Йÿнетнĕ тавар”, — терĕм. Ах, çилленсе кайрĕ çав!

Алăкран шаккаççĕ. Аня кĕрет.

Аня (кăмăллăн). Викентий, эп сан патаччĕ (Ĕнентерÿллĕн). Пирĕн хĕрсем театрта Нина Зык актрисăпа тĕл пулнă. Вăл вĕсене: “Ман Викентий Петров сăвăçпа паллашасчĕ”, тенĕ.

Викентий (куçа-пуçа чарса). Паллашасчĕ? Манпа-а-а?

Аня (ĕнентерÿллĕн). Кампа тата? Санпа, паллах.

Володя (койка çинчен сиксе тăрса). Эсĕ сăвăç вĕт. Паллă çын! Сана таçта курнă ĕнтĕ вăл.

Викентий (шухăшлăн). Пулма пултарать. (Аньăна) Ăна ăçта курма пулать?

Аня (тата ĕнентерÿллĕн). Хĕрсем патне килчĕ. Пирĕн патра. Сана кĕтет вăл.

Викентий (çÿçне якатса). Юрать эппин. Эп халех.

Аня каять. Каччăсем Викентие сырса илеççĕ.

Гена (Викентие хулпуççирен çапса). Çын пултăн эс. Викентий! Ха, актрисăсем саншăн çунаççĕ.

Володя Кун пеккине ан вĕçерт, Викентий!

Витя (ыталаса). Ну телейлĕ çул пултăр сана, Викентий! (Викентий каять).

Чаршав

ИккĔмĔш курăну

Сквер кĕтесĕ. Юпа çинчи çутă. Нина Зыкпа Викентий. Юнашар утаççĕ.

Викентий (çĕкленÿллĕн). Мĕн тери асамлă каç. Кĕтмен тĕл пулу. Пĕлесчĕ сирĕн, Нина, мĕн чухлĕ хĕрÿ туйăм халь ман чĕрере!

Нина Зык (куларах). Турттарса пăхар-и?

Викентий (ассăн сывласа). Ăçта кайса мĕнпе турттарăпăр-ши ăна?

Иккĕшĕ те кулаççĕ. Каччăсемпе хĕрсем иртсе çÿрени курăнать.

Викентий Тахçантанпах ура çинче. (Сак çине кăтартать). Ларсан та юрать пуль. (Аллинчи хаçатне сак çине сарать.) Нина, ларсамăр, тархасшăн.

Нина Зык Спаççипă, Викентий. (Çутă енннелле çурăмпа ларать. Викентий ун çумне вырнаçать).

Нина Зык (ĕнентерÿллĕн). Эс сăвă вуланине телевизорпа куртăм. Сăввусем питĕ килĕшрĕç. Вĕсене итленĕ çемĕн итлес килет.

Викентий (Ура çине сиксе тăрать) Нина, ку сире валли. (Сăвă вулать.).

Хам çÿçпе сан çÿçе тĕвĕлем, —

Шухăш-ĕмĕт ялан пĕр пек пултăр,

Чĕрене юрату кĕрсе тултăр.

Хам çÿçпе сан çÿçе тĕвĕлем.

Нина Зык (Кулать. Алă çупать). Кун пек Есенин та çырман пуль. (Хăпартланса). Талантлă эс, Викентий!

Викентий Çĕр çине ахальтен килмен. (Кулать).

Нина Зык (сехет çине пăхса). Вуннă иртни вун икĕ минут. Урасем те çÿçенме пуçларĕç.

Викентий (хыпăнса). Эп сире ăсатса яратăп.

Нина Зык Спаççипă, Викентий. Эп паян хваттере каймастăп. Хĕрсем патĕнче юлатăп.

Чаршав

ВиÇÇĔмĔш курăну

Каччăсен пÿлĕмĕ. Шавлаççĕ.

Викентий (хаваслăн). Хĕр те хĕр!

Генăпа Витя (хыпăнса). Эпир те куртăмăр!

Викентий Ăçта?

Витьăпа Володя. Ара хăвăр çумранах иртсе кайрăмăр-çке.

Викентий Мускавра ГИТИСра вĕренет. Шупашкара стажировкăна килнĕ.

Алăкран шаккаççĕ.

Каччăсем Кĕрĕр! Кĕрĕр!

Аня кĕрет.

Аня (ĕнентерÿллĕн). Сирĕн пата Нина Зык актриса килет. Кĕтсе илĕр! (Тухса каять).

Каччăсем ун-кун чупкалаççĕ. Алăкран шаккаççĕ.

Каччăсем Кĕрĕр!

Нина Зыкпа темиçе хĕр кĕреççĕ. Нина Зык косынкине салтать, парикне хывать.

Каччăсем (тĕлĕнсе). Зоя Пахомова!

Зоя (Викентий патне пырать. Хĕрÿленсе). Кам йÿнетнĕ тавар? Э?

Викентий ним калама аптраса тăрать. Ыттисем ахăлтатса кулаççĕ.

Чаршав.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика