АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă тÿлев илмелли йĕрке пирки

05 декабря 2008 г.

 

Патшалăх ялта пурăнакансене пулăшассишĕн çуллен тăрăшать. Çакна вĕсен хваттер ыйтăвĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе юлашки çулсенче йышăннă программăсем яр уççăн çирĕплетеççĕ. Пирĕн корреспондент вĕсем Трак енре мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа пама район администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕнчен Б. М. ИВАНОВРАН ыйтнă.

— Борис Михайлович, “Раççей гражданĕсене — пурăнмалли юрăхлă çурт” программа Трак енре мĕнле пурнăçланса пырать-ши?

— Çĕр-шыври тата республикăри пекех, “Раççей гражданĕсене — пурăнмалли юрăхлă çурт” программа пирĕн районта та пурнăçа кĕрсе пырать (кун пек çемьесене шыраса тупас, вĕсенчен кирлĕ документсем пухас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр). Кăçал ялта ĕçлесе пурăнакан 18 çемьене çурт-йĕр лартма патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ, 2008 çулхи плана тултарнă.

— Пирĕн республикăра та çамрăк çемьесене çурт лартма е туянма патшалăх пулăшăвĕ парассипе ятарлă программа пур. Кăçал ăна 2015 çулччен тăсма йышăннă. Борис Михайлович, унта мĕнле улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем пирки кăшт чарăнса тăмăр-ши?

— ЧР Президенчĕ 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче “Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли мерăсем çинчен” Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ çав çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма е туянма республика бюджетĕнчен социаллă тÿлев парасси пирки йышăну тунă. Кăçал асăннă программăна 2015 çулччен тăсма йышăннă. Унччен унпа 30 çула çитичченхи çамрăк çемьесем социаллă тÿлев илнĕ пулсан, халĕ ку программăпа 35 çултан иртменнисем усă курма май тупрĕç.

Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтакан çамрăк çемье вырăнти хăй тытăмлăх органне заявлени пама пынă вăхăтра унăн пĕр членĕ 35 çултан аслăрах пулмалла мар.

Социаллă тÿлев виçине свидетельство панă кун тĕлне шутлаççĕ тата свидетельствăра кăтартаççĕ, вăл вара срок вĕçленичченех улшăнмасть. Социаллă тÿлеве пурăнмалли пÿлĕмĕн расчетлă (вăтам) хакĕн 15 проценчĕ чухлĕ параççĕ. Ăна çамрăк çемье членĕсен йышĕпе, пурăнмалли пĕтĕм лаптăкăн социаллă нормипе, виççĕ тата унран ытларах çын пурăнакан çемьесенче унăн кашни членĕ пуçне 18 тăваткал метр шутласа, 2 çынлă çемьешĕн — 42 тăваткал метр, тата çемье хваттер условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нушаланать тесе черетре тăракан муниципаллă йĕркелÿри пĕр тăваткал метр пĕтĕмĕшле лаптăкăн нормативлă хакне тĕпе хурса палăртаççĕ.

Виçĕ е ытларах ачаллă çемье е ку çемьерисенчен пĕрне инвалид тесе йышăннă, çавăн пекех ялта пурăнакан çемьери пĕр çынни аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалист тата АПКра е социаллă сферăра 5 çултан кая мар ĕçлеме килĕшÿ тунăскер, ипотека кредичĕпе усă курнăшăн тÿлемелли процентсен тăкакĕсене çурт-йĕр илме е туянма уйăракан социаллă пулăшу шучĕпе туллин саплаштарма пултарать.

Çурт-йĕр лартма е туянма явăçтарнă ипотека кредичĕн процентне тÿлеме каякан тăкаксен пайне социаллă тÿлев шучĕпе саплаштарма право пур çемьесен категорине 35 çултан иртмен мăшăрсене е тулли мар 35 çултан иртмен ашшĕнчен е амăшĕнчен тăракан тата пĕр е ытларах ача пур çемьесене кĕртеççĕ.

Вăрах (хронический) чирпе аптракансем ( вĕсен переченьне РФ Правительстви палăртнă) пур çемьесен хушма лаптăк илме право пур.

Туяннă е çĕкленĕ çурт пĕтĕм çемье харпăрлăхĕ пулса тăрать тата унăн ЧР территорийĕнче пулмалла.

— Борис Михайлович, çурт-йĕр лартма е туянма социаллă тÿлев илес текен çемьесен мĕнле документсем тата ăçта тăратмалла-ши?

Хваттер условийĕсене лайăхлатас енĕпе нушаланакансен черетĕнче тăракан çемьен социаллă тÿлев илме пурăнакан вырăнти ял тăрăхĕсене çак документсене тăратмалла:

— ятарлă формăпа заявлени;

— çемьери кашни членăн кам пулнине ĕнентерекен документ копийĕсене;

— мăшăрланни çинчен çирĕплетекен свидетельство копине (тулли мар çемьесене вăл кирлĕ мар);

— регистраци палатинчен панă справка;

— хваттер ордерĕ е çурта харпăрлăха илни çинчен çирĕплетекен свидетельство копине тăратмалла;

— лицевой счетран çырса панине.

— Калаçушăн тавтапуç, Борис Михайлович, çÿлте асăннă программăсене пурнăçа кĕртес ĕçре ăнăçусем пулччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика