АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Софроновсен — изумруд туй

05 декабря 2008 г.

 

Вутланти Софроновсем кăçал çемье чăмăртанăранпа 60 çул тултарнине — изумруд туйне — паллă турĕç.

Ноябрь вĕçĕн кунĕсенчен пĕринче тепĕр хут çитсе килме тÿр килчĕ мана ку яла. Софроновсен килĕ ялăн хĕвел анăç енчи, сăртран айлăмалла анакан, Калинин урамĕнче, аялтан чи хĕрринче, ларать. Йывăç çурт çинчи хĕрлĕ çăлтăр аякранах курăнать.

Унчченхи каç юр нумай çунăччĕ. Кил умĕнче мана кил хуçи хĕрарăмĕ Анжелика Сидоровна кĕтсе илчĕ. Урамри юра хыратчĕ вăл. Ют çынна сиссе хапха умĕнчи йытă хăй сассине пачĕ.

— Бобик, чарăн, — лăплантарчĕ кил хуралçине ватă.

Ăшă пÿртре кил хуçи те курăнчĕ. Вăл та тин çеç пÿрте кĕнĕ. Кил картинчи юра хырса тасатнă. Çÿллĕ те тĕреклĕ арçын Иван Софронович. Кил таврашĕнчи ĕçсене кăмăлпах тăвать. Çынна ĕç тытса тăрать мар-и? 84 çул тултарчĕ кăçалхи августăн 25-мĕшĕнче ветеран. Çулĕсене чараймăн, малаллах шăваççĕ.

Сĕтел çине кĕрсе ларнă-ларман ман чĕрçи çине кушак сиксе хăпарчĕ. Ватăсен чун йăпатмăшĕ “Киса”. Туслă калаçура вăхăт сисмесĕр, хăвăрт шурĕ. Каласа памалли сахал мар Софроновсен.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

Турă çырни пусма вĕçнех килет, теççĕ чăвашсем. Иван Софронович хăйĕн Турă пÿрнине тÿрех тĕл пулман.

Ялти Софрон Савельевпа Евдокия Терентьева çемйинче Ваня аслă ача пулнă. Унсăр пуçне шăллĕ Александр çитĕннĕ. 1929 çулта çемье ашшĕсĕр юлнă, Софрон йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ тепре Алексей Петрова качча тухнă, пуртăпа каскалама ăста пулнă вăл. Евдокия унпа пĕрле тата 4 ача (Елена, Авенир, Степан, Георгий) çуратса ÿстернĕ. (Сăмах май, Александр, офицер, çарта пуçне хунă. Елена колхозра ĕçленĕ, халĕ вăл та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Авенир, Степан, Георгий пенсире, Шупашкарта пурăнаççĕ). Çемье йышлă пулнă пулин те, Ваня вăтам шкулăн 8 класне вĕренсе пĕтернĕ. 9-мĕш класа та кайнă вăл. Анчах вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелли саккун тухнă. Укçа тивĕçмен пирки Иванăн вĕренĕве хăварма тивнĕ. Вырăнти çамрăксен ушкăнĕпе пĕрле вăл оргнаборпа Мурманск хулине тухса каять. Малтанах стройкăра ĕçлет, унтан — пулă комбинатĕнче. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вăл 17 те тултарайман пулнă. Фашистсем Мурманск çине те бомбăсем тăкма тытăнаççĕ. Иван эвакуаципе Архангельск çумĕнчи Маймакса поселокне лекет, вăрман заводĕнче, унтан пушар хуралĕнче ĕçлет. Вĕренсе професси илме май килсе тухать. Иван Исаковогорка хулинчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ, тепĕр 6 уйăхран котельщик-судокорпусник пулса тăрать, Мурманскри “Главсевморпути” заводра карапсем юсама пуçлать. 1942 çулхи августăн 20-мĕшĕнче ăна çар службине илеççĕ. Череповецри пехотăн çар училищине вĕренме яраççĕ, анчах вĕренсе пĕтереймест: чирлет, госпитале лекет.

1942 çулхи декабрьтен Иван Софронов Хĕвел анăç фронтĕнче, 128-мĕш уйрăм стрелковăй бригадăн минометчикĕ. Малти линири вĕçĕ-хĕррисĕр çапăçусем… 1943 çулхи март. Красное Село çывăхĕнчи çапăçу. Хĕрÿ тытăçура пирĕн минометчиксен снарядсем пĕтсе çитеççĕ. Вĕсене хăвăрттăн илсе килмелле. Пирĕн боецсен çак хусканăвĕсене асăрхаса, нимĕçсем автоматсенчен пеме тытăнаççĕ. Иван Софронович, сулахай урине амантнă пулин те, çапăçу хирĕнчи юлташĕсене пăрахса хăвармасть. Тепĕр талăкран, фашистсен атакине сирсе ярсан тин вăл госпитале лекет. Урине операци тăваççĕ, анчах пульăна кăларса пĕтереймеççĕ (çак пуля халĕ те иртнĕ вăхăт, 1943 çулхи мартăн 3-мĕшĕ, паянхи кунччен тăсăлнăн аса илтерсе тăрать). 1943 çулхи март—июль уйăхĕсенче Иван Софронович Горький облаçĕнчи Сережа поселокĕн госпиталĕнче сипленет. Ун хыççăн — каллех фронта. Халĕ ĕнтĕ вăл Нарофоминск çывăхĕнче тăракан запасри 7-мĕш артиллери полкне лекет. Çавăн чухнехи пĕр саманта ниепле те манма пултараймасть вăл. Нимĕç самолечĕсем тапăнса килчĕç. Вĕсене хамăрăннисем зениткăсемпе çунтараççĕ. Асар-писер перкелешÿ, ниçта тарса пытанма çук. Зенитка снарячĕн ванчăкĕ Иван Софроновичăн сылтăм хул пуççийĕ çине ÿкет те — чăннипех тĕлĕнтермĕш! Ванчăк пакун тÿмине лекет, ăна лапчăтсах лартать. Хул пуççи чылай хушă ыратса çÿрет салтакăн.

1943 çулхи август — декабрь уйăхĕсенче вĕреннĕ хыççăн Софронова кĕçĕн сержант званине параççĕ, вăл 152 миллиметр диаметрлă тупă командирĕ пулса тăрать.

1944 çул çитет. Январь — май уйăхĕсенче Иван Софронович Хĕвел анăç фрончĕн 17-мĕш артиллери бригадин 5-мĕш дивизийĕн 260-мĕш гварди артполкĕн 152 миллиметр диаметрлă тупă наводчикĕ тата командирĕ. 1944 çулхи май — июль уйăхĕсенче унăн полкĕ Ленинград фронтĕнче. 1944 çулхи августран пуçласа мĕн Çĕнтерÿ кунĕччен пирĕн ентеш Иккĕмĕш Украина фронтĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Çĕнтерĕве Вена хулинче кĕтсе илет.

Яссы, Клуж, Сегед, Эгер, Сиксо, Есперг, Несмей, Фельш-Галло, Тата, Дьер, Комар, Брук, Мадьяовар, Корнейбург, Флорнсдорф, Вена тата ытти хуласене ирĕке кăларнă чухнехи хăюлăхпа паттăрлăхшăн Иван Софронович Верховнăй Главнокомандовани тавне 15 хутчен тивĕçнĕ. Будапешта илнĕ чухнехи çапăçура хăйне питĕ лайăх кăтартнăшăн Вутлан ялĕн чăваш каччине Софронова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, “Будапешта илнĕшĕн” медальпе наградăланă. Пĕтĕмпе, мирлĕ ĕçре çĕнсе илнисемпе, 15 орденпа медаль унăн.

Софронов тăван яла 1947 çулхи февральте таврăннă. Тÿрех “Комбайн” колхозра кладовщикре ĕçлеме тытăннă.

Ял хĕрĕ Анжелика

Анжелика Сидоровна Иван Софроновичран 3 çула яхăн кĕçĕнрех. Вăл 1927 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Сидор Алексеевич Алексеев, 18 çултах кĕреçе сухал ÿстернĕ, тăван тăрăхра паллă çын пулса тăнă. Вăл Вутланти Ленин ячĕллĕ коммунăна, “Комбайн” колхоза ертсе пынă. Районти кирпĕч заводне йĕркелекенсенчен пĕри, унăн директорĕ те пулнă. Колхоз бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче вăй хунă. Вутланти чăпта çапакан “Красное знамя” кустпром ĕçне хастар хутшăннă, кунти художество пултарулăх коллективĕн ĕçне йĕркелесе янă: драма кружокĕн, сасă тата хĕлĕх инструменчĕсен оркестрĕсен чапĕ таврана саланнă. Вырăнти артистсем районта кăна мар, республикăра та палăрнă, призлă вырăнсене йышăннă. Сидор Алексеевичăн мăшăрĕ те Елена художество пултарулăх коллективĕн ĕçне активлă хутшăннă, ачисем пĕчĕкренех юрлама-ташлама хăнăхнă. Уйрăмах аслă хĕрĕ Анжелика пултарулăхĕпе савăнтарнă, унăн Турă пани пур, тенĕ. Тен, хĕр ачаран лайăх юрăçă та пулма пултарнă, анчах вăхăчĕ урăхла килсе тухнă.

Анжелика хыççăн çуралнă ачасенчен шăллĕ Михаил тăван республикăри Упрполиграфиздатра водительте ĕçленĕ, пенсие тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнать, йăмăкĕ Роза — Белоруссинче, тепĕр йăмăкĕ Клава Вăрнар районĕнчи Калининори психоневрологи интернатĕнче (вăл пуçпа аптрать), кĕçĕн йăмăкĕ Тамара Краснодар крайĕнче пурăнаççĕ.

Анжелика 5-мĕш класс хыççăн Челябинскри ФЗО шкулне пĕтернĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче “Комбайн” колхозра лашасем пăхнă. Амăшĕ Елена пурнăç нушисене тÿсеймесĕр йывăр чирлесе ÿкет, 1945 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Арăмĕ вилсен Сидор Алексеевич тепре авланнă, Хветлине (унăн упăшки вăрçăран таврăнман пулнă) качча илнĕ, анчах урăх ачасем пулман.

Анжелика колхозра ĕçленĕ, доярка та пулнă. Клубри каçсем телей кÿнĕ, вăл ял çыннисене янăравлă юрăпа, хăйĕн тĕлĕнмелле илемлĕ, янкăс сассипе савăнтарнă. (Вăрçăпа ĕç ветеранĕ халĕ те питĕ аван юрлать. Эпĕ ыйтнипе Анжелика Сидоровна “Кубанские казаки” кинофильмри хăй юратнă “Каким ты был” юрра шăрантарса пачĕ. Ватă çын сасси мар, уçă, çепĕç сасă янăрарĕ: “Зачем, зачем ты снова повстречался…” “Еплерех талантсем çуратать чăваш çĕрĕ? Ун юррине итлесе миçе çын чунĕ савăнăçпа тулман-ши? Унăн сăнарĕ миçе каччă чĕрине çунтарман-ши?”, — çапла шухăшларăм эпĕ. Чылайăшĕ хăй майлă çаврăннине калаçура вăл хăй те тунмарĕ. Анчах яшсенчен унăн чĕрине чи маттурри, Ваня Софронов артиллерист кăна çĕнсе илме пултарнă. Ĕмĕрлĕхех çĕнсе илнĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр — райпо тытăмĕнче

Ваня Софроновпа 1948 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче çырăннă чух Анжелика 20-ре пулнă.

Ĕçлемелле, çемьене тăрантармалла тата çĕр-шыва ура çине тăратмалла, анчах Иван Софронович вĕренме вăхăтпа вăй-хал тупнă (арăмĕ те пулăшса пынă). Вăл вăтам шкул пĕтернĕ. Унтан — милицин ертсе пыракан составĕн шкулне.

14 çул (1948—1962) районти паспорт сĕтелĕн начальникĕ, 23 çул, мĕн пенсие тухичченех (1962—1985) “Союзпичет” уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Хаçат-журнал сарассипе район яланах малта пынă. Иван Софроновича республикăри производствăпа техника çыхăнăвĕн управленийĕ, центрти “Советская торговля” хаçат редколлегийĕ, республикăри “Коммунизм ялавĕ”, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатсен редакцийĕсем Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысланă. Ку наградăсене Иван Софронович паян кунчченех типтерлĕн упрать: вĕсем килĕнчи хăй тунă ятарлă стенд çинче çакăнса тăраççĕ. Уяв пиншакĕ çинче “Ĕçри хастар-лăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 тултарнă ятпа”, “Ĕç ветеранĕ” медальсем те пур унăн. Вĕсене лайăх ĕçленĕшĕн панă. Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе чысланă ятлă сехетсем, парнесем килти чи хисеплĕ вырăнта.

Анжелика Сидоровна та мăшăрĕнчен ÿксе юлман. Красноармейскинчи сĕт-çу, çăкăр завочĕсенче рабочире, ресторанпа столовăйра поварта, апат валеçекенре ĕçленĕ. “Ĕç ударникĕ”, “Ĕç ветеранĕ” ятсене тивĕçнĕ вăл. Райпо тытăмĕнче чĕрĕк ĕмĕр вăй хунă.

Амăшĕн çулĕпе

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, ырă вăрлăхран — ырă ăрат, теççĕ ваттисем. Лайăх, тивĕçлĕ ачасене ÿстерсе воспитани панă ку çемьере. 4 хĕре çитĕнтерсе ура çине тăратнă Иван Софроновичпа Анжелика Сидоровна. Асли, Рая, “Элара” УАОра сборщица, иккĕмĕш хĕрĕ, Люся, шĕкĕр хулари сĕт-çу заводĕнче мастер, халĕ иккĕшĕ те пенсире. Тепĕр икĕ хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайнă. Вĕсем те, амăшĕ пекех, тивĕçтерÿ сферине, суту-илÿ ĕçне суйласа илнĕ: виççĕмĕш хĕрĕ,Светлана, Çĕнĕ Шупашкарти уйрăм предприятире сутуçă, кĕ-çĕннине, Ларисăна, ачаран ресторанти ĕç килĕшнĕ, хăй ĕмĕтне пурнăçланă вăл, Шупашкарти ресторансенчен пĕринче вăй хурать. Пурте çемье çавăрнă.

Мăнукĕсем те савăнтараççĕ Софроновсене. Раян ывăлĕ Дима аслă шкулта программиста вĕренет, хальхи вăхăт ыйтакан, кирлĕ професси. Люсян хĕрĕ Вера — аслă пĕлÿллĕ педагог, хăйĕн пурнăçне нумаях пулмасть юратнă çыннипе çыхăнтарчĕ. Люсян ывăлĕ Денис Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă, “Чăвашкредитпромбанк” юрисконсульчĕ.

Ветерансем кăмăллă

Ватлăх савăнăç мар. Ваттисен ку сăмахне Софроновсем пирки калаймăн. Ку вăл тивĕçлĕ, хисеплĕ ватлăх. Софроновсем хăйсен шăпипе кăмăллă. Вĕсем ватлăха ÿпкелемеççĕ. Вĕсен лайăх çурт, унта кашнинех ăшă та хăтлă. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсене манмаççĕ, тăванĕсемпе пĕрле пахчана пăхса тăма пулăшаççĕ. Пысăк, тирпейлĕ сад пур, унти çимĕçсем мăнуксене тутанма та çитеççĕ, сутмалăх та пур. Чăн та, çулсемпе çамрăк мар та, Софроновсене выльăх-чĕрлĕх усрама йывăр. Анчах куншăн пăшăрханмаççĕ вĕсем.

Вырăнти тата республикăри власть органĕсем ветерансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. 2003 çулта пур киле те газ кĕртнĕ, Софроновсене те пулăшрĕç. Меллĕ халĕ, вутă пирки шутламалла мар, пÿртре ăшă та таса. Нумаях пулмасть яла çити, кану çурчĕ (клуб, унчченхилле каласан) таранах, асфальт сарчĕç. Софроновсем, ялти ытти çынсем пекех, республика пуçлăхĕсене, чи малтанах ЧР Президентне Н. В. Федорова, чĕререн тав тăваççĕ.

Паллах, пĕтĕм ыйтăва татса панă теме çук. Çапла хăнăхнă та, кашни кăлтăках ветерансем хăйсене те пырса тивнĕнех шутлаççĕ. “Ялти магазина ниепле те йĕркеллĕ ĕçлеттерсе яраймастпăр. Ялан ĕçлекен сутуçă тупаймастпăр”, — пĕлтерчĕ калаçура Иван Софронович. Юрĕ-ха çулĕ пур, райпо автолавкки ял çыннисене валли эрнере пĕр хут куллен кирлĕ таварсем кÿрсе килет. Анчах ку вутлансене пĕтĕмпех тивĕçтерсе пĕтереймест, паллах.

Софроновсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕ пирки ыйту патăм. “Чăваш чĕлхи пулнă, пур, малашне те пулĕ”, — хуравларĕ Иван Софронович кĕскен те витĕмлĕн.

Район пуçлăхĕ хисеплĕ ветерансене изумруд туй ячĕпе тав çырăвĕпе саламларĕ. “Нумай вăхăтпа тĕрĕсленнĕ сирĕн пурнăç — юрату тасалăхĕпе пĕр-пĕрне парăннин тĕслĕхĕ. Сирĕн юрату ăшши сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене телейлĕ тăвать… Сирĕн пек çемьесемпе çирĕп тата вăйлă та Раççей — пирĕн Тăван çĕр-шыв”, — тенĕ çав çырура. Ку сăмахсем çумне урăх мĕнех хушса калăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика