АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анаткассен мухтавĕ

02 декабря 2008 г.

 

Пысăках мар Анаткасра виçĕ полковник. Пĕри — Прохор Трофимов çыравçă, теприсем — Волковсен йăхĕнчен.

Анаткасри Николай Иванович Волкова районта пĕлмен çын çук та пуль. Паллах, ватăраххисен йышĕнчен...

Сурăм лесничествин ĕçĕ-хĕлĕпе палăрнă унăн пурнăçĕ.

— Эпĕ пилĕк çул лесникре ĕçлерĕм. Ун хыççăн 13 çулне — техник-технологра, 14-шне — лесничие пулăшаканĕнче, — тет Николай Иванович. — Хам утмăл çул тултарсан та пĕр çул вăрмантан уйрăлмарăм.

Халь хăй 74 çул тултарса 75-е пуснă пулин те, вăрманçăн аса илмелли çине-çинех тупăнчĕ. Ĕçри тус-юлташĕсене аса илчĕ. Мĕн чухлĕ хыр-чăрăш, юман лартса чĕртмен пуль. Çав вăрман тăрăхĕсем халь каш! кашлаççĕ. Чăннипех те “Волков вăрманĕсем” тесе калассăм килет вĕсене.

— Эпĕ пĕтĕмпе 40 çул вăр-манти лесник пÿртĕнче пурăннă. Çемьепе паллах. Паян ялти — “Хусан” урамĕнчи кил-çуртра. Ĕлĕкрех, эпĕ астăвасса, çакăнта 16 кил пулнăччĕ. Халь мăрьерен тĕтĕм тухаканни çиччĕ кăна пур, — хăй кăмăлсăрланнине пытараймарĕ Николай Иванович. — Ял ватăлчĕ.

Мăшăрĕпе — Раиса Егоровнапа — пĕрлешнĕренпе кĕçех 50 çул çитет Волковсен. Пĕр хĕрпе ывăл тĕрĕс-тĕкел çуратса пăхса çитĕнтернĕ иккĕшĕ. Ачисемпе чăннипех те мухтанаççĕ. Уйрăмах ывăлĕпе — Геннадийпе.

— Вăл манăн — полковник.

Мари Эл республикин тĕп хулинче — Йошкар-Олара пĕр чаçĕн командирĕ. Шăллăм та — Геннадий — çĕр-шывăн пĕр хулинче çар училищинче ĕçлерĕ. Халь — тивĕçлĕ канура, — аса илчĕ Н. Волков. — Вăл та — полковник.

Апла пулсан, анаткассен мухтанмалли пурах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика