АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕньял Упи хĕрĕн вăрçăри кун-çулĕ

02 декабря 2008 г.

 

Ялăн, районăн çыннисем çинчен редакцие хыпарсем килсех тăраççĕ. Хальхинче Çĕньял Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Е. Д. Дмитриева çинчен каласа парас терĕмĕр.

Çĕньял Упире çуралса ÿснĕ Елизавета Дмитриевна Дмитриева çинчен эпĕ ялăн 700 çулхи юбилейне халалласа кăларнă хамăн брошюрăра (хаçатри варианчĕ районти “Ял пурнăçĕнче” çав 2002 çултах пичетленчĕ) асăнса хăварнăччĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вăл арçынсемпе тан фронта тухса кайса салтак ятне çÿлте тытни, связистка пулни, кайран вăрçăран таврăнсан пĕр хушă Янкас ял Советне ертсе пыни пирки çырнăччĕ. Вăл ун чухне район тулашĕнче (Шупашкар) пурăннă пирки унпа тĕл пулма май килменччĕ. Нумаях пулмасть, ĕнтĕ вăл çĕре кĕнĕ хыççăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр, унтанпа 40 кунĕ те çитмен-ха), ман алла вăрçă геройĕн çавăн чухнехи хăш-пĕр докуменчĕсем лекрĕç. Вулакансене (уйрăмах ку çĕньялуписене тата Е. Д. Дмитриеван тăванĕсене интереслентерме тивĕç) вĕсемпе паллаштарас те-рĕм.

Елизавета Дмитриевна (ăна ялта Лизакка тесе чĕнетчĕç) 1923 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Эппин, иртнĕ çулхи çак кун вăл 85 çул тултарнă, юлашки вăхăтра, 2005 çултан тытăнса, Сергей Вениаминович мăнукĕпе унăн мăшăрĕ Марина Валерьевна патĕнче Красноармейски ялĕнче пурăннă.

Акă, Шупашкарти Ленински районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕмĕрлĕх панă удостоверени. Унта Е. Дмитриева, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çын, Раççей Федерацийĕн “Ветерансем çинчен” калакан саккунĕн 15-мĕш статйин прависемпе тата çăмăллăхĕсемпе усă курнине каланă, вăл 2-мĕш ушкăнри (группа) инвалид пулнине палăртнă.

Ентешĕн вăрçăри кун-çулĕ епле килсе тухнă-ха?

Лиза вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Дмитриева ун чух 5-мĕш мехкорпусăн управлени ротин хĕрлĕ армеецĕ пулнă. Ăна “Сталинграда паттăррăн хÿтĕленĕшĕн” удостоверенипе пĕрле СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1942 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн” медальпе наградăланă, ăна 1943 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче панă (документ айне механизациленĕ 5-мĕш корпус командирĕ М. В. Волков генерал-майор алă пуснă).

Тепĕр справкăна гварди ефрейторне Е. Дмитриевана Хĕрлĕ ялавлă, Кутузов орденĕллĕ 9-мĕш Днестровски-Рымникски механизациленĕ корпусăн штаб начальникĕ, гварди полковникĕ Масленников панă. Унта Лиза нимĕç захватчикĕсемпе тата Япони империалисчĕсемпе пынă çапăçусенче хăйне питĕ лайăх кăтартнине палăртнă. 1944—1945 çулсенче Дмитриева Звенигородкăна, Могилев-Подольска илнĕшĕн, Бухарест патĕнчи çапăçусемшĕн, Вац, Асод, Зирез, Веспрем, Зикинг, Секешфехервар, Папа, Девечер хулисене илнĕшĕн, Днестр, Раба юхан шывĕсем урлă каçнăшăн, Бесег хулине илсе Австри чиккине тухнăшăн, Вена, Брно, Зноимо, Промержище хулисене ирĕке кăларнăшăн, Мăн Хинган ту хырçине илнĕшĕн тата ытти паттăрлăхшăн Тĕп Главнокомандующин тавне 16 хутчен тивĕçнĕ. Ăна “Прагăна ирĕке кăларнăшăн”, “Будапешта илнĕшĕн”, “Венăна илнĕшĕн” медальсемпе те чысланă.

Сăмах май, Е. Д. Дмитриеван икĕ сăн ÿкерчĕкĕ куç умне пулчĕ. Пĕринче, 1959 çулта (вăрçă пĕтнĕ хыççăн 14 çул иртсен) ÿкернинче, 8 медаль ун кăкăрĕ çинче. Тепринче, каярах сержант пакунĕсемпе ÿкернинче, 1 орденпа (Отечествăлла вăрçăн) 11 медаль. Гварди значокĕ икĕ ÿкерчĕкĕнче те. Хăй пурăннă чухне, паллах, ытти наградăсемпе пĕрле ку значок та уншăн хаклă пулнă.

Мирлĕ вăхăтра Е. Д. Дмитриева тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Пĕр ывăл, Вениамина, пăхса çитĕнтерсе, çын тунă. Инçетри тинĕс çул çÿревĕсенче службăра вăхăтне ирттеретчĕ унăн тĕпренчĕкĕ. Шел, ĕмĕрĕ вăрăм килмерĕ унăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика