АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв каçĕ — “Амăшĕн чĕри”

02 декабря 2008 г.

 

Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулта, чÿк уйăхĕн пĕр кунĕнче”Амăшĕн чĕри” ятпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Кунта 4 “б” класра (ертÿçи Татьяна Семенова) вĕренекенсен асламăшĕсемпе кукамăшĕсем хутшăнчĕç. Ачасем ватă çынсене халалласа сăвăсем каларĕç, юрă-ташă, инсценировка парнелерĕç.

Кăçал Раççей шайĕпе — “Çемье”, Чăваш Республикинче “Ырă ĕçсен” çулталăкĕ пулнă май, тĕл пулури “Манăн çемье — манăн крепость”, “Класри çемье — манăн çемье”, “Эпир мĕнле çамрăк пулнă” презентацисем пухăннисене пурне те килĕшрĕç.

Уява Татьяна Петровна Семенова вĕрентекенĕн амăшĕ Зоя Измайловна Чугунова та хутшăнчĕ. Вăл та хăй вăхăтĕнче ачасене пĕлÿ панă. Амăшĕпе хĕрĕ пухăннисене хăйсен çемьере килĕштернĕ юррине шăрантарса пачĕç. Шкулти музыка предмечĕпе вĕрентекен Надежда Никитина та ватăсене ĕлĕкхи юрăсемпе савăнтарчĕ.

Уяв каçне Ирина Кускова директорпа унăн çумĕ Елена Исакова, Флора Петрова вĕрентекен хутшăнчĕç, вĕсем Татьяна Семенова вĕрентекенĕн ĕçне пысăк хак пачĕç, ăна ăш пиллăх сунса: “унра ыр кăмăллăхпа çынлăх тапса тăрать”, — терĕç.

Çавăн пекех вăл чăн-чăн вĕрентекен, тÿрĕ çул çине тухма пулăшакан, ачасемшĕн чăннипех те иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнине палăртрĕç.

Уяв вĕçленес умĕн ачасем харпăр хăй аллисемпе ăсталанă парнисене асламăшĕсемпе кукамăшĕсене пачĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика