АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элли Юрьева манмаççĕ

02 декабря 2008 г.

 

Чÿк уйăхĕн 20—21-мĕшĕсем Трак еншĕн ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Пирĕн тăрăхра асăннă кунсенче “Тĕнчери мĕн пур ялав пирĕн патăмăрта хăнара” вексиллографи фестивалĕ Пикшикпе Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси тата Красноармейски ялĕсенче иртнĕ. Асăннă проектăн ертÿçи — Чăваш Республикинчи историпе культурологи тĕпчевĕсен Элли Михайлович Юрьев ячĕллĕ общество фончĕн ĕçченĕ, районти историпе краеведени музейĕн директорĕ Владимир Серафимов. Ăна пурнăçа кĕртекенĕ —хамăр районти Нимĕчкасси Алманчра çуралнă Чăваш халăх художникĕ Клим Владимиров.

Фестивале Мари Республикин Президенчĕ çумĕнчи тĕп геральдмейстер Измаил Варсонофьевич Ефимов, ЧР Культура министерстви çумĕнчи республикăри культура программисен дирекцийĕн ертÿçин çумĕ Лариса Тимофеевна Ларионова, нумай герб авторĕсем — упăшкипе арăмĕ — Галина Николаевнапа Вадим Анатольевич Шипуновсем хутшăннă. Шипуновсем, сăмах май, Красноармейски, Кĕçĕн Шетмĕ, Упи ялĕсен ялавĕсемпе гербĕсене тунă.

Вексиллографи фестивалĕ малтанхи кун — чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче — Пикшикри кану центрĕнче, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чатукассинче, РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ Филипп Миронович Лукин композитор ячĕллĕ музейра, ялти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ.

Унтан асăннă делегаци ЧР халăх художникĕн, ЧР патшалăх символĕсен авторĕн Э. М. Юрьевăн тăван ялĕнче — Кĕçĕн Шетмĕре пулчĕ. Кунта Э. М. Юрьев ячĕлллĕ пулас музейра картина галерейине уçнă çĕре хутшăнчĕ.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Антонов йĕркелесе пычĕ.

Курав пÿлĕмĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Г. Николаевăн, Н. Кривошеев художникĕн, В. Александров (Анчамас) скульпторăн ĕçĕсем вырăн йышăннă. Клим Владимиров, Чăваш халăх художникĕ, хăй юлашки вăхăтра сăнарланă Элли Юрьевăн портретне парнеленĕ.

Шипуновсем картина галерейине “Творчество пурнăçĕн тапхăрĕ” каталог-буклет, “Сĕнтĕрвăрри районĕн ялавĕсем” открыткăсен, Чăваш Республикинчи районсемпе ял тăрăхĕсен, поселоксен гербĕсемпе ялавĕсен открыткисен пуххисене, Э. Юрьевпа В. Шипунов пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкне пачĕç.

Мари Эл хăни И. Ефимов музее панă Мари Республикин ялавĕ те Кĕçĕн Шетмĕре паха парне вырăнне пулчĕ.

Кĕçĕншетмĕсем Элли Юрьевăн ялавĕпе гербне пĕр кăмăллă пулса хăйсен символики вырăнне йышăнчĕç.

Фестиваль хăйĕн ĕç-хĕлне районти халăх пултарулăх çуртĕнче пĕтĕмлетрĕ. Пухăннисем умĕнче “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Николай Никоноров) хăйĕн юрри-ташипе савăнтарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика