АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Единая Россиян” стратегилле вуннăмĕш съезчĕ

02 декабря 2008 г.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче “Единая Россиян” X съезчĕ иртнĕ. Вăл партин тĕп задачине — “2020 çулчченхи Стратегине”, вăл Путин планĕ пулнипе паллă, пурнăçа кĕртессине кун йĕркинчен кăларманнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

“Единая Россия” лидерĕ Владимир Путин хăйĕн докладĕнче парти тата правительство пурнăçа кĕртсе пыракан мерăсене палăртнă. Тĕп тĕллев, — тенĕ вăл, — çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Бюджетниксен ĕç укçине, пенсисене, пособисене — пурне те тĕрĕс-тĕкел парса пырĕç, социаллă гарантисен тытăмĕ — йĕркеллĕ ĕçлĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ, “Единая Россия” партин Аслă канашĕн членĕ, сăезд делегачĕ Николай Федоров съезд пирки çапла каланă:

— Эпир Раççей Президенчĕпе, Правительство Председателĕпе, унăн çумĕсемпе, федераллă министрсемпе куллен тенĕ пекех хутшăнса калаçатпăр. Çакна калама пултаратăп, Правительство Председателĕ тата “Единая Россия” парти лидерĕ тухса калаçнин содержанийĕ, çав шутра хамăр çĕр-шыври промышленноçпа ял хуçалăхне, строительствăна пулăшма мĕн тумалли пирки калаçнин кăтартăвĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Ку — Чăваш Республикинчи субъектсен — тĕрлĕ отрасльсен предприятийĕсем ыйтни çине çĕр-шыв ертÿçи тата “Единая Россия” парти лидерĕ ĕçпе хуравлани те. Мерăсем питĕ çивĕч, питĕ кирлĕ тата тивĕçлĕ кăтарту памалла.

Раççей экономики паян чĕр таварсен ресурсĕсем çинче тунăскер: бюджетăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ тÿрремĕн е урлă нефтьпе газ шучĕпе йĕркеленет. Чăваш Енре ку ресурссем çук, çавна май Раççей экономики тăвакан тăкаксем те çук. Анчах та пирĕн яллă вырăнсенче “килти хушма хуçалăх” ятлă, е, официаллă чĕлхепе каласан, “аграрлă секторти хуçалăха тытса пымалли пĕчĕк формăсем”, çĕнĕрен туса хунă 38 пин пĕчĕк предприяти пур. Эппин пирĕн ытти регионсемпе, вĕсенче çавăн пек формăсем тума тивет, танлаштарсан, 38 пин пĕчĕк предприяти ытларах.

Çав тĕслĕхсене шутласан çакна калама пултаратăп, эпир Раççей экономикине анлăлатассипе те, пĕчĕк предприятисем тăвассипе те малта пыратпăр тата панă çăмăллăхсемпе ытти регионсенчен лайăхрах усă курма пултаратпăр. Ку тĕлĕшпе эпир уйрăмах малта. Çакăнта пирĕн вăй тата çитĕнÿ никĕсĕ. Çакна çирĕплетекенни — Раççей Федерацийĕн Правительствин иртнĕ ларăвĕнче республикăн юлашки çулсенчи ĕçĕсене хаклани, унта Чăваш Ене 2007 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе чи лайăх кăтартусем тунă тесе йышăнни.

— Николай Васильевич, финанспа экономика кризисне пăхмасăр “Стратегия-2020” кун йĕркинчех юлни Сире тĕлĕнтермест-и?

— Çук, тĕлĕнтермест. Эпир палăртнă стратегин параметрĕсене йышăнмастпăр пулсан, капла, паллах (спортри пекех) сапăр кăтартăва та тăваймастпăр. Питĕ лайăх кăтарту тăвас тесен, питĕ пысăк задачăсем лартмалла. Студентсемпе, шкул ачисемпе калаçнă чух эпĕ яланах вĕсене çапла калатăп: тивĕçлĕ специалистсем пулас тата пурнăçра ÿсĕм тăвас тесен, планкăна “плюс 5” çине лартмалла. Е музыкантсем каланă евĕр, нотăпа çеç мар, октавăсемпе пурăнма çул тупмалла. Раççей гражданĕсем те çавăн пек амбицилле пулсан, тивĕçлипе ĕçлесе пурăнма пултарсан, Раççей патшалăхĕ те пĕтĕмĕшле, эпир те çитĕнÿ тăватпăр. Енчен те малтанах хамăра хамăр аран-аран, япăх пурăнмалла е пурĕ те пур пулмалла çеç тăватпăр пулсан, ун чух эпир начар пурăнма пуçлатпăр.

Хавхалантарупа хастарлăх — психологилле пысăк ресурс, вăл вара укçаран та хаклă. Çавăнпа обществăна та, патшалăх влаçĕсен органĕсене те пысăкрах çитĕнÿсем тума амбицилле проектсем хатĕрлеме çавăрмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика