АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр правилисене пăхăнмасан...

02 декабря 2008 г.

 

Çанталăк улшăнчĕ. Юр çăвать, йĕпхÿ пĕрĕхет. Хĕл ларасси куç умĕнчех. Çакă, паллах, водительсене çул-йĕр правилисене пăхăнасси çине çĕнĕлле пăхма хистет. Унсăрăн…

Шел пулин те, хальлĕхе водительсенчен чылайăшĕ хĕллехи вăхăтра çула тухма хатĕр мар-ха. Вĕсем унчченхи пекех хăвăртлăха ÿстереççĕ, çанталăк условийĕсене пă-хăнмаççĕ. Халь, акă, хĕллехи вăхăта пăхăнса, шиплă (качаллă) урапасем лартмалла.

Кăçал ноябрĕн 20-мĕ-шĕччен район территорийĕнче пĕр аварисĕр пурăнтăмăр. Анчах та ноябрĕн 20—24-мĕшĕсенче район территорийĕнче 3 авари пулчĕ. Çав шутран иккĕшĕ — республика пĕл-терĕшлĕ Шупашкар — Сурски автоçулăн 43—44 километрĕнче. Тепĕр аварийĕ — Шупашкар — Чатукасси — Красноармейски автоçул çинче.

Мĕн каламалла-ха çак икĕ авари пирки? Енчен те водительсем хăвăртлăх режимне тата çанталăк условийĕсене пăхăннă пулсан, аварисенчен хăтăлма май пурччĕ.

Ытти сăлтавĕсем çинче чарăнам. Пĕрремĕшĕ — автомашина юр тăрăх выляса кайнипе, хирĕç килекен автомашина çулĕ çине тухса кайса, тепĕр автомашинăпа çапăнать.

Тепри тĕрĕс мар маневр тăвать. Хăвăртлăха ÿстернĕ май Кÿлçырма чарăну будкине пырса тĕрĕнет, çавна пула кювейта кайса йăванать. Водительпе юнашар ларса пыракан çынни вилет.

Эпĕ аварисен икĕ сăлтавĕ пирки çÿлерех чарăнтăм ĕнтĕ. Виççĕмĕшĕн сăлтавĕ хăрушсăрлăх пиçиххине çыхма маннипе çыхăннă. Пĕрремĕш аваринче водитель пиçиххи (ремень) çыхнă пулсан аманмастчĕ. Иккĕ-мĕш аваринче ларса пыраканĕ (пассажирĕ) хăрушсăр-лăх пиçиххийĕпе пулнă пулсан, вилместчĕ, паллах.

Ку статьяра палăртнă аварисем пĕри — ноябрĕн 20-мĕшĕнче, тепри ноябрĕн 24-мĕшĕнче пулнă. Малтанхинче икĕ пассажир сусăрланнă, водитель хирĕç килмелли çул çине тухнипе автомашина пырса çапнă автотранспортри водитель те аманнă.

Виççĕмĕш аварийĕ ноябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар — Чатукасси автоçул çинче пулса иртнĕ. Çул çине ÿсĕр çын сиксе тухнă. Вăл автомашинăна чарас шутпа-ши ăна хирĕç утнă. Водитель, хăвăртлăхпа пыраканскер, çуран çÿрекене таптаса каяс мар тесе, маневр тăвать. Апла пулин те ÿсĕре çăмăл автомашина тĕкĕрĕпе çаклатса каять. Çапла вара çуран çÿрекен асăрхануллă пулайманнипе райбольницăна лекет.

Çанталăк халь кашни кунах улшăнса пырать. Çавăнпа та кашни водителĕн çула тухиччен автотранспорта хĕллехи условисенче çÿреме майлаштармалла. Çуллахи урапасене шиплисемпе улăштармалла. Хăвăртлăха чакармалла, çул-йĕр правилисене пăхăнмалла.

Çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене пăхăнасси пирки манас марччĕ. Ÿсĕрпе е мухмăрла çул-çÿреве тухас марччĕ. Чылай чухне вăл е ку инкек-синкекрен сыхланасси хамăртан килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика