АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен черетсĕр XXVI ларăвĕнче

28 ноября 2008 г.

 

Район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ноябрĕн 24-мĕшĕнче тăваттăмĕш суйлаври район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр ХХVI ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн пайĕсен заведующийĕсем хутшăннă.

Ларăва пухăннисем малтанах район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева “Районăн 2009 çулхи бюджечĕн проекчĕ” пирки тунă доклада итленĕ (асăннă проекта “Красноармейски районĕн хыпарçи” хаçатра ноябрĕн 14-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă). Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Л. Петров райцентрти мунча çурчĕ хавшаса çитни тата çĕннине тума халăх тилмĕрсех ыйтнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа ăна 2009 çулхи бюджета кĕртме ыйтрĕ. Мунчине, чăн та, çĕнетме вăхăт çитнĕ. Роза Александровна çĕнĕ мунча тăвассине 2010 çулхи бюджета çеç кĕртме май пурри çинчен пĕлтерчĕ.

Депутатсемпе ларăва пухăннисем районăн 2009 çулхи бюджечĕн проектне пĕр саслăн йышăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕ “Çĕр-шыври ача-пăчан чи лайăх тренерĕ” проект хатĕрленĕ. Унăн пĕрремĕш тапхă-рĕн кăтартăвĕсемпе Упири хупă йышши шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекен ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ас-лă категориллĕ тренер, “Чул хула Газпром трансгаз” пĕр-лешÿ филиалĕн - “Заволжски ЛПУМГăн” аслă мастерĕ Владимир Николаевич Григорьев “Йывăрлăхсене çĕнтер” номинацире Чăваш Енре пĕрремĕш вырăн йышăннă, çĕр-шыврине хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, “Единая Россия” партин районти политканаш председателĕн çумĕ Н. И. Антонов лару умĕн районти депутатсен Пухăвĕн депутатне В. Н. Григорьева çакăн çинчен çирĕплетекен пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа тата “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн политканашĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çÿлерех асăннă проекта хутшăннă Анатолий Николаевич Григорьева та (Карай вăтам шкул тренерĕ) асăннă партин районти уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕç.

Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç.

1. Красноармейски районĕн 2008 çулхи бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен.

2. Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн муниципаллă пурлăхĕн переченне кĕртнĕ куçман пурлăх обăекчĕсене хуçа пулма тата (е) нумай вăхăтлăха усă курма (çав шутра аренда тÿлевĕн çăмăллăхлă ставкисемпе) пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субăекчĕсене пулăшакан инфратытăм туса хуракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субăекчĕсемпе организацисене арендăна памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен.

3. Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн муниципаллă пурлăхсене пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субăекчĕсене пулăшакан инфратытăм туса хуракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субăекчĕсене хуçа пулма тата (е) нумай вăхăтлăх усă курма памалли переченьсене çирĕплетесси çинчен.

4. Нумай хваттерлĕ çуртсем вырнаçнă çĕр участокĕсене йĕркелемелли йĕркене çирĕплетесси çинчен.

5. Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2005 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи “Районăн муниципаллă харпăрлăхри куçман пурлăх обăекчĕсене районти ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарасси çинчен” С-4Ĕ4 №-лĕ йышăнăвне (2007 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи улшăнусемпе) улшăнусем кĕртесси çинчен.

6. “Красноармейски районĕн 2009—2011 çулсенчи пушар хăрушсăрлăхĕ” районти тĕллевлĕ программа çинчен.

7. Красноармейски район администрацийĕн финанс пайĕ çинчен калакан Положенин çĕнĕ редакцине çирĕплетесси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕшпе çиччĕмĕш ыйтусемпе — район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева, иккĕмĕшпе, виççĕмĕшпе — район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова, тăваттăмĕшпе, пиллĕкĕмĕшпе — район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. В. Николаев, улттăмĕшпе район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Н. И. Васильев тухса калаçрĕç.

Пуху пăхса тухнă пур ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăну турĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика