АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г. Алексеев композитор — çитмĕлте

28 ноября 2008 г.

 

Чÿк уйăхĕ искусствăна юратакансемшĕн пурнăçра асра юлакан тепĕр паллă кунпа ырă йĕр хăварчĕ. ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Гурий Федорович Алексеев 70 çул тултарчĕ. Çав ятпа композитор-юрăçăн тăванĕсемпе тус-юлташĕсем Красноармейскинчи “Витязь” столовăйне пухăнчĕç, юбиляра вăрăм кун-çул, творчество лаççинче ăнăçусем сунчĕç.

Пăрăнтăкра çуралнă вăл. Ачалăхĕ Яманак ялĕпе çыхăннă унăн. Яманакра вĕреннĕ, каярахпа Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă.

— Вăтам шкулта чухне хими предмечĕпе вĕрентекен Константин Архипов мана шкулти хора явăçтарчĕ. Иккĕмĕш сасăпа юрлама йывăртарахчĕ, паллах, — тет Гурий Федорович. — Унччен маларах тата хамăн тантăш Зина Терентьева балалайкăпа вылянине те ăмсанса пăхрăм.

Шалти кăмăл-туйăм юрă-кĕвĕ патнелле илĕртнĕ çав çамрăка. Тус-тантăшĕ урамра балалайка кăтартсанах, çав кунах пĕр кĕвве чун-чĕре патне хывнă.

Çар училищинче вĕреннĕ вăл. Сывлăха пула киле таврăнма тивет. Училищĕре хут купăспа, баянпа таччăнах туслашать.

— Мана нотăпа тăрăх выляма хăнăхасси канăç памастчĕ. “Диез” мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕ тус-юлташăм. “Бемоль” мĕнне те хăнăхрăм каярахпа, — аса илчĕ тус-юлташăмăр. — Хамăр ротăри курсантсем юрлакан юрăсене пĕрин хыççăн теприне баянпа выляттăм.

Офицер званине илнĕ ентешĕмĕр. Мĕн пурĕ ултă çул хĕсметре пулнă. Запаса тухсан, 1965 çулта, Ленинград облаçĕнчи Луга хулине вырнаçать. Кунта юрăпа ташă ансамблĕн концертмейстерĕнче ĕçлет.

Тăван тăрăхран хаклăраххи, пахараххи урăх çук. Гурий Федорович Трак тăрăхне таврăнать. Ăна ун чухнехи культура пайĕн заведующийĕ Наум Григорьев йышăнать.

— Гурий, сире культура çурчĕ çумĕнчи хора шанса парасшăн эпĕ. Баянпа вылятăр. Манăн Вера Филиппова инспектор та пулăшĕ сире ку тĕлĕшпе, — кăмăллăн алă тытнă каччăна пай заведующийĕ. — Тăрăшсан пулать…

Чăнах та, çине тăни, ыранхи куншăн творчествăлла ĕçлени пулăшнă çав ĕçре. Вырăнти, республикăри чылай фестивальсенче, конкурссенче хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă хор. Репертуара та çĕнетнĕ, юрлама, ташлама çÿрекенсен йышĕ те куç умĕнчех хушăннă.

— Çавăнпах та пуль 1968 çулта “Халăх хорĕ” чыслă ята тивĕçрĕмĕр. Верăпа юрăпа ташă ытамĕнчех çывăхрах паллашрăмăр, çемье чăмăрта-рăмăр, — калаçу çăмхине малалла сыпăнтарчĕ композитор. — Пирĕн пултарулăха Шупашкарти Чăваш радиора ĕçлекенсем те асăрхарĕç. Пĕррехинче хор шăрантарнă ултă юрра çырса илчĕç.

Г. Алексеев Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче кÿртĕм (заочно) майпа вĕреннĕ. Красноармейскинчи музыка шкулĕн директорĕнче тăрăшнă.

Музыкант тата юрăç культурăна аталантарассипе Çĕрпÿ районĕнче те тÿпе хывнă. Кăнар поселокне илсе çитернĕ ăна пурнăç.

Утмăлмĕш çулсенче ентешĕмĕр хăй те юрăсем çырма пуçлать. Вĕсене вăл уйрăм солистсем, ансамбльсем, хорсем валли хатĕрлет. Такмаксем те кĕвĕлет. Пĕрремĕш юррисем Трак тăрăхĕнче çуралаççĕ. Акă, вĕсем: “Савнăç курать савакан” (сăвви Г. Ефимовăн ), “Хурланса юрлаççĕ хурăнсем” (Н. Карай), “Хĕр тунсăхĕ” (Н. Ершов) тата ыттисем те. П. Ялгир, Ю. Петров-Вирьял, Ю. Сементер сăввисемпе те юрăсем кĕвĕленĕ композитор. Çĕр аллă ытла юрă пуль, хăй çырнисем Гурий Алексеевăн. Тата халăх юррисене якатса, илемлетсе сцена çине кăларнисем вуншар-вуншар шутланаççĕ.

Канăçсăр, творчество лавне тапса туртакан çын пулнипе хаклатпăр эпир композитор-юрăçа. Хĕм сапса çунакан творчество вучахне малашне те сÿнме ан патăрччĕ, паянхи пекех çанă тавăрса ĕçлеме, çĕнĕ юрă-кĕвĕ хывма вăй-хал сунатпăр.

Юлашкинчен калани. Юбиляра чысланă самант халĕ те куç умĕнчех. Гурий Федоровича ыр сунма Шупашкартан ЧР халăх артисчĕсем — Галинăпа Валериан Семеновсем кил-нĕ. Вĕсем автора хăй кĕвĕленĕ юрăсене парнелерĕç. Савăнăç-лă каçа Н. Филимонов, И. Степанов, В. Рудникова композиторсем, Э. Патмар, Г. Дубров çыравçăсем, З. Смирнова, В. Алексеева, Е. Константинова юрăçсем хутшăнчĕç.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев баянист тĕл пулăва йĕркелесе пычĕ, баянпа выляса савăнтарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика