АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура — инвалидсем

28 ноября 2008 г.

 

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче Трак енри инвалидсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта вĕсем шашкăлла, теннисла выляссипе тата дартс енĕпе тупăшрĕç.

Малтанах сусăр çынсемпе инвалид-ачасене районти халăх пултарулăх çуртĕнчи юрă-ташă ăстисем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Кун хыççăн ăмăртăва пынисем тĕрлĕ вăйăсене кÿлĕнчĕç. Шашкăлла выляссипе çитĕннисем хушшинче Красноармейскинчи Николай Николаев, ачасенчен — Дмитрий Ильин, теннис вăййинче Алманч шкулĕнче вĕренекен Сергей Аврамов, çитĕннисенчен — Кайри Карăкри Сергей Пантелеймонов, дартс енĕпе арçын ачасенчен — Трак гимназийĕнчи 8 “а” класри Алексей Иванов, хĕр ачасенчен — Алиса Белова (Трак гимназийĕ), çитĕннисенчен Сергей Пантелеймонов (Кайри Карăк) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.

Шупашкарта иртекен республикăри çакнашкал ăмăртура вĕсен район чысне хÿтĕлемелле пулать. Трак енсен пĕрлештернĕ командине унта та ăнăçлă тупăшма ырлăх-сывлăх сунар.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Мала тухнисене чыслама ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕн çумĕ М. П. Прохоров хутшăнчĕ.

Районти ăмăрту çĕнтерÿçисене “Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Красноармейскинчи центр” РПУ директорĕ А. П. Никитин саламларĕ, республикăри ăмăртура Трак ен ятне çÿлте тытма сĕнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика