АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне — ылтăн

28 ноября 2008 г.

 

Анне вăл — тÿпери йăлтăр! çăлтăр. Унăн сăнарĕ пиншер хĕм сапакан хĕвел евĕрех. Вăл çумра пулсан хăлтăр-халтăр çурт та ăшă тытать. Шăм-шак та çăмăл. Анне çума-çуммăн утса пырсан кăмăл та çĕкленÿллĕ.

Атьăр-ха анкартине, пахчана тухса пăхар. Аннен çыпăçуллă аллисемпе çитĕнтернĕ пахча çимĕç йăранĕсене пăхса ăмсанатăп. Хĕрлĕ-кĕрен помидорсен хунавĕсем палăрми куçа шартаççĕ. Хăяр йăранĕсем тип-тикĕс выртаççĕ. Çĕр улми лаптăкĕ те пĕр çум курăксăр… Ретсем тÿп-тÿрĕ, кăп-кăпăш…

Анне… Çĕршер наци чĕлхипе янăрать вăл. Ăна сума суса çĕршер-пиншер юрă шăранать. Анне хăй ачи-пăчишĕн вута кĕме те, шыва сикме те хатĕр.

Анчах та кашниех хамăра чун панă, пурнăç парнеленĕ çынсене хисеплеме пĕлетпĕр-и эпир? Çук, тесшĕн эпĕ. Çук!

Анне пирĕнтен уйрăлсан çеç: “Ах, аннеççĕм, анне, эсĕ текех пахчана тухас çук. Эпир тăван кĕтесе çитсен, пире хирĕç тухса калитке уçса кĕртес çук”, — тетпĕр.

Анне ылтăнран та паха. Аннен алли мамăк евĕрех ачаш, кăпăшка. Юрăри пек каласан: “пурнăç лайăх аннесем пулсан...”

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика