АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватпÿртри Валентина

28 ноября 2008 г.

 

Тăватпÿртри лайăх çемьесенчен пĕрин çинчен ку статьяра сăмах.

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, пĕчĕк ялта — Тăватпÿртре — ятлă-сумлă çемьесем сахал мар. Вĕсемпе ватти-вĕттипех мухтанать. Çав йышра манăн Валентина Ивановнапа Владимир Михайловича палăртас килет.

Кил хуçи хĕрарăмĕ — Валентина — йышлă çемьере ÿснĕ. Ултă ача пулнă. Унăн ашшĕ — Иван Ефимов “Пахарь” хуçалăхра кладовщикре, учетчикре ĕçленĕ. Амăшĕ — Ульяна Владимировна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван тăрăхра колхозникра вăй хунă.

Валентина Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта та вĕреннĕ. Çемьере пурнăç çăмăлах килмен çав. Тата шкула çÿренĕшĕн укçи-тенкине те тÿлемелле… Çавăнпа та 9-мĕш класа каяймасть хĕр ача. Кушкăри шкула техслужащине вырнаçать. Кунта хутса ăшăтмашкăн вуттине те хатĕрлемелле пулнă. Тус-тантăшĕсемпе Сурăм вăрманĕнче юманне каснă, турттарнă, сыпăланă тата çурнă. Трак станцийĕнче вакун хыççăн вакун вутă пушатнă…

Çирĕм çул Кушкă шкулĕнче тăрăшнă Валя. Кунта çĕнĕ шкул çурчĕ хута кайсан, пултаруллăскере столовăйĕнче повар пулма шанаççĕ. Виçĕ çул ачасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать вăл. Ун хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлет, кашни кунах автобуспа киле çÿрет. Пир-авăр тĕртекен комбинатра вăй хуракансене ятарлă автобус ĕçе илсе çÿренĕ ун чух.

Валентина Ивановна 1985—1993 çулсенче — почтальонкăра. Ял çыннисене хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех ытти çăмăллăхсемпе те тивĕçтернĕ. Чуна парса ĕçленĕ. Çанталăка пăхман. Çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и — яланах çул çинче. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çула çитнĕ.

1958 çулта Кушкă хĕрĕ Тăватпÿрте качча тухать. Ялти Владимир Михайлович Михайловпа çемье тĕвĕлеççĕ. Иккĕшĕ татуллă пурăнаççĕ. Валентинăн мăшăрĕ ăста платник. Тăватпÿртри çуртсемпе хуралтăсене чылайăшне вăл хутшăннипе туса лартнă, çĕнетнĕ. Ял çыннисенне кăна мар, колхозăнне те. Чăнах та, аллисем çыпăçуллă Владимир Михайловичăн.

Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Валентинăпа мăшăрĕ. Аслă хĕрĕ Лена Чĕмпĕрти библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Мари Эл республикинчи Звенигово хулинчи кĕнеке магазинĕнче тăрăшать, çемьеллĕ. Ира — Красноармейскинчи газ уçлакан станци (Заволжски ЛПУМГ) бухгалтерĕ, вăл та качча кайса ача-пăчаллă пулнă. Ачисемпе, мăнукĕсемпе хĕпĕртеççĕ, мухтанаççĕ Валентина Ивановнапа Владимир Михайлович. Çапла пултăрччĕ яланах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика