25 ноября 2008 г.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи централизациленĕ библиотекăра иккĕмĕш уйăх чечек ăстисен клубĕ ĕçлет.
Хальхинче те — ноябрĕн 19-мĕшĕнче — кунта черетлĕ занятие пухăнчĕç. Чечеке юратакансем малтанхинчен те йышлă.
Черетлĕ заняти “Килти тухтăр” темăпа иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа Красноармейскинчи Зоя Александрова тухтăр тухса калаçрĕ, вăл е ку чечексенчен чир-чĕртен еплерех сывалмалли, сипленмелли çинчен ăнлантарчĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Красноармейскинче пурăнакан Валентина Антонова чечексене еплерех хĕл каçармалли пирки чарăнса тăчĕ. Нина Григорьева библиотекарь чечек акса-лартса ÿстерес тĕлĕшпе çĕнĕ литературăпа паллаштарчĕ.