АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çемье хушăнчĕ

25 ноября 2008 г.

 

Районти халăх пултарулăх çуртĕнче кашни эрнерех — шăмат кунсенче — çĕнĕ çемье чăмăртаннине регистрацилеççĕ. Кунта çамрăксем çĕнĕ йăла-йĕркепе çырăнаççĕ.

Акă, хальхинче — шăмат кун — ноябрĕн 22-мĕшĕнче керменте, кăнтăрла иртсен, умлăн-хыçлăнах икĕ çемье çырăнчĕ.

Савăнăçлă регистраци умĕн районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕпе Эльвира Николаевна Антоновапа калаçса илтĕм.

— Халь Валерьян Витальевич Соленовпа Марина Сергеевна Петрова çырăнаççĕ. Иккĕшĕ те — Тусайран. Каччи — газ уçлакан Заволжски станцире, хĕр-упраçĕ “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче вăй хураççĕ.

Тепĕр мăшăрĕ — Пулайкассинчен — Татьяна Юрьевна Козловапа Иван Александрович Александров пĕр çемьене чăмăртанаççĕ, — терĕ Э. Антонова. — Кăçал вара ку таранччен районта 90 çемье хушăнчĕ.

Çапла вара иртнĕ шăмат кун икĕ çĕнĕ çемье пурнăç çулĕ çине тухрĕ. Такăр çул сире, Соленовсемпе Александровсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика