АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культурăллă кану — сывлăх

25 ноября 2008 г.

 

“Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” республика патшалăх учрежденийĕн администрацийĕпе профсоюз комитечĕ кунта вăй хуракансен (мĕн пурĕ вун пĕр çын) канăвне усăллă ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Акă, ĕçченсен çуралнă кунĕсемпе юбилейĕсене йышпа пĕрле пухăнса паллă тăваççĕ, юрă-ташăра савăнаççĕ. Календарьти паллă кунсем те ахаль иртмеççĕ.

Учрежденире тăрăшакансем тăван тавралăха тухса пушă вăхăта йĕркелеме те пĕлеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Танăш çывăхĕнчи плотина хĕрринче, унччен Тури Кушар патĕнчи Пинер шывĕ патĕнче каннă, пулă шÿрпи çинĕ, шыва кĕнĕ, волейболла вылянă.

Коллектив театрсене те тухса çÿрет. Ку тĕлĕшпе Шупашкарта та, районти халăх пултарулăх çуртĕнче те пулаççĕ.

Декабрĕн 21-мĕшĕнче, эрне кун, пĕчĕк йыш каçхине Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулчĕ, В. Лекановăн “Юратсан юрлас килет” комедине (премьера) пăхрĕ. Унпа кашниех кăмăллă юлчĕ.

Театра ĕçченсене “Пятилетка” пĕрлешÿн ертÿçи Виталий Афанасьев хăйĕн “Газелĕпе” илсе кайса килчĕ.

Ăна — Виталий Алексеевича — Ырă ĕçсен çулталăкĕнче редакци журналисчĕсемпе кунти мĕн пур ĕçченсен ячĕпе чун-чĕререн тав тăватпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика