АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямайкассисен ыйтусем чылай

25 ноября 2008 г.

 

Ямайкассинче 44 кил. Халь 90 çын пурăнать. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче асăннă ялти лавккара черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Кунта кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Станислав Григорьев тухса калаçрĕ. Станислав Федорович Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă çырупа кĕскен паллаштарчĕ. Вăл çĕр-шыв аталанăвне палăртакан тĕп документăн хăш-пĕр положенийĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

— Паллах, тĕп ыйту — Президент тата Патшалăх Думин полномочийĕсен вăхăтне ÿстерни. Ку тапхăр 6 тата 5 çул таран пулмалла. 5 çуллăха суйланнисĕр пуçне Патшалăх Думи Правительствăна тĕрĕслесе тăмалли право та илет. Партисен кĕпĕрнатторсене уйăрса лартмашкăн сĕнмелли прави çинче те чарăннă Раççей Президенчĕ, — терĕ С. Григорьев. — Политика çĕнĕлĕхĕсен пĕлтерĕшĕ — демократи аялтан вăй илсе çĕклентĕр тени.

Патшалăх ертÿçи Çырура политикăри лару-тăрура, экономикăра, социаллă аталану тытăмĕнче улăштарма пултаракан сăлтавсен механизмĕсене палăртнă. Станислав Федорович çав ыйтусем пирки те чарăнчĕ. Тата районти хуçалăхсем кăçалхи çула мĕнлерех вĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Ытларах ыйтусем пулчĕç. Акă, Галя Антонована ялта кăçалхи октябрĕн 15-мĕшренпе фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пăрахни кулянтарать. Çавăнпа та пилĕк ялта пурăнакансен вăл е ку чиртен сипленме Мăн Шетмĕри çемье врачĕн офисне кайма тивет.

— Шутласа пăхăр-ха, 396 çын эпир. Тата çав шутра ытларахăшĕ — алла туя тытнисем, — тет Г. Антонова. — Ку тĕлĕшпе райбольница администрацийĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллах.

Ялти тĕп урамра хĕллехи кунсенче çĕр айĕпе хывнă шыв пăрăхĕ 50 метр тăршшĕ чухлĕ шăна-шăна ларни те пулкалать. Ку та пысăк чăрмав ĕнтĕ. Çĕнĕ урама электролини карасси те кун йĕркинчен тухмасть. Çынсене ăш вăркаттарать вăл.

Информаци кунĕнче Любовь Моисеева сутуçă, Мария Захарова, Юлиана Захарова, Галина Иванова ватăсем сăмах илчĕç, ялти пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе паха сĕнÿсем пачĕç. Паллах,ялăн сăн-сăпачĕшĕн ку тăрăхра тăрăшмаççĕ тесе калаймăн. Урамсем тирпейлĕ те таса, кăçал, акă, ял тăрăхĕн администрацийĕн укçи-тенки сахалтарах пулин те, пур йышпа кар тăрса пĕве тунă. Хальхинче те пухăннисем ăна е кăна пурнăçлама харпăр хăй укçи-тенкине уйăрма, май пур таран пулăшма пулаççĕ.

Район хаçатне çырăнса илессине ку тăрăхра еплерех йĕркеленĕ-ха? Мухтанмалли сахалтарах. Ирина Ардальоновна Ильина почтальонка çак ĕçре çулталăка яхăн вăй хурать. Пĕтĕмпе вăл пилĕк яла “Ял пурнăçне” 27 экземпляр валеçет. 44 киллĕ Ямайкассинче вара район хаçатне виçĕ килте кăна çырăнса илнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика