АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăл туберкулез?

25 ноября 2008 г.

 

Юлашки виçĕ çул хушшинче Раççейпе Чăваш Республикинче, хамăр районта та туберкулезпа чирлесси, вилесси палăрмаллах ÿсрĕ. Трак тăрăхĕнче асăннă чирпе еплерех кĕрешеççĕ-ши? Ун çине райбольницăри врач-фтизиатр Мая Валерьевна Григорьева хуравлать.

— Чăнах та, пирĕн районта туберкулезпа чирлекенсем тупăнсах пыраççĕ. Акă, кăçалхи 10 уйăхра 10 çын чирленине палăртнă. Вĕсем сипленме пуçланă. Шел пулин те, асăннă чир-чĕре вăхăтра тупса палăртайманнипе е сипленейменнипе 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

— Ку чирпе кам ытлрах асапланать-ха?

— Туберкулезпа кашниех чирлеме пултарать. Мĕншĕн тесен туберкулезăн микробĕсем сывлăшпа е ÿсĕрнĕ чух, япаласем урлă та сарăлаççĕ. Хавшакрах организмра вĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Çав йышра — ачасем, ватăсем, тĕрлĕрен чир-чĕрпе аптракансем.

— Чире хăвăртрах тупса палăртмалли майсем пур-ши?

— Чи пахи — флюорографи витĕр тухни. Кашни çыннăн çулталăкра пĕр хутчен хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Тĕрĕслев хучĕсем, компьютер урлă тухса, электронлă картотекăна пухăнса пыраççĕ. Ку май ÿпке туберкулезне çийĕнчех палăртма пулăшать.

Ачасен туберкулез чирне пĕлме (Манту) ятарлă укол тăваççĕ. Юлашки 3 çулта ÿпкерен тухнă лăймакана микроскоп витĕр пăхса туберкулез микробне тупса палăртнă.

Кăçалхи 10 уйăхра районти 6 пине яхăн çын çеç флюорографи урлă тухнă.

— Туберкулезран сывалма пулать-ши?

— Вăхăтра тупса палăртсан çеç ăна тĕппипех çĕнтерме май пур. Пирус-чĕлĕмпе ашкăнни вара сывалассине чăрмантараççĕ.

Ÿслĕкпе аптракан çынсемпе ан хутшăнăр, вĕсене больницăна ярса тĕрĕслеттерĕр. Тата çуллен флюорографи, профтĕрĕслев витĕр тухса, хăвăр сывлăхăра асăрхаса тăрăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика