АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăл ăшшипе

25 ноября 2008 г.

 

Алманчри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вăтам шкулти библиотека уçăлнăранпа — тăваттăмĕш çул. Вăл ял халăхĕшĕн те, вĕренекенсемшĕн те чи çывăх вырăн пулса тăчĕ. Ăна куллен хăтлăх кÿрекенĕ — Ольга Долгова библиотекарь. Кашниех кĕре-кĕре тухать кунта. Çĕнĕ хаçат-журнал вулать, ытти çăмăллăхсемпе усă курать.

Ольга Витальевна физкультурăпа спортпа та туслă. Вырăнта та, районта та волейболла выляссипе палăрать. Республика шайĕнче те Трак ен командишĕн вылять.

Ача-пăча библиотеки те шкултах. Унăн ĕçĕ-хĕлне Людмила Егорова йĕркелесе пырать. Тус-тантăшĕ пекех, аслă пĕлÿллĕ, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.

Библиотекăра вĕренекенсем çеç мар, аслисем те пулаççĕ. Ача-пăча литературипе пуян вăл.

Алманч шкулĕнчи библиотекăсенче вĕренекенсем тĕнче шайĕнчи информацие пĕлеççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене компьютерсем пулăшаççĕ. Çакăнтах тĕслĕ телевизор та пур.

Вулавăш чăннипех те пĕлÿ çăл куçĕ — Алманра. Кĕрсе тухма ан манăр çеç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика