АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сарă лентăллă ачасем

25 ноября 2008 г.

 

Халь каçсерен Красноармейскинчен Трак чăваш-нимĕç гимназийĕпе Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта 1—4-мĕш классенче вĕренекенсен сулахай аллисенче çыхнă сарă лентăсене асăрхатăн. Вĕсем асăннă учрежденисене аякри ялсенчен çуран çÿреççĕ. Сăмахран, çав ялсен шутне Хусакасси, Вутлан, Кайрипе Малти Карăк, Янкас тата ыттисем кĕреççĕ.

Ку ĕç вăл ЧР ГИБДД управленийĕн приказĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Асăннă мероприяти ача-пăчана çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пырса вĕсене çул-йĕр çинче амантассипе суранлатассинчен сыхланма май парать. Каçсерен вăл е ку автотранспорт çула тухсан, çул çинче ачан сылтăм хул çине çыхнă ленти çине фара çутисем ÿкеççĕ те каялла çутатаççĕ. Çакă, паллах, вĕсен тата водительсен асăрханулăрах пулмаллине аса илтерет, тăруках инкек-синкек пулассинчен сыхлать. Ку операцие эпир “Светлячок” тетпĕр. Чăвашла ăна “Пĕчĕк çутă” сăмахсемпе ăнлантармалла.

Пĕчĕк ялсенчи ачасем район центрĕнчи вĕрентÿ заведенийĕсене çуранах çÿреççĕ. Çавăн пекех районти ытти шкулсене халь юсавлă çичĕ шкул автобусĕ ялсенчи ачасене турттарать. Шел пулин те, хăш-пĕр водительсен йĕрке çукрах. Акă, анчахрах Чатукассинчи вăтам шкулти В. Степанов водителе тытса чартăмăр. Унăн, ачасемпе çула тухнă пулин те, пĕрле путевой лисчĕпе страхланă полисĕ çук. Ăна административлă майпа явап тыттарма тиврĕ.

Эпир, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем, час-часах шкулсенче пулатпăр, çул-йĕр хăруш-сăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнассипе черетлĕ калаçусем ирттеретпĕр.

Анчах та кунта çакна калани вырăнлă. Чылай чухне хамăр та, çитĕннисем, çул-йĕр правилисене пĕлместпĕр е вĕсене куçкĕретех пăсатпăр. Ачасен витĕмлĕхĕ çак йĕркесĕрлĕхе хăвăртах асăрхать çав. Апла пулсан пирĕн, çитĕннисен, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла, çитĕнекен ăрăва: “апла юрамасть,çапла юрать” тесе хăнăхтармалла. Çуран çÿрекенĕн те, водитель пекех, çул çинче асăрханулăха çухатас марччĕ, ÿсĕр е мухмăрла çула тухас марччĕ. Хамăртан çирĕпрех ыйтни пире пурне те инкек-синкекрен сыхланма пулăшать те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика