АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун çути курĕ. Эсир пулăшсан

25 ноября 2008 г.

 

Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пÿлĕмĕсем ытти чухне те пушă тăман, паян вара яллă районсенчен те, республика тулашĕнчен килсе каякан та, шăнкăравлакан та чылай.

Сăлтавĕ паллă — кунта юнлă хирĕç тăрусенче çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ ентешсене халалласа “Кĕт тата асра тыт” Асăну кĕнеки кăларма хатĕрленеççĕ: канашламалли, сĕнмелли, тÿрлетмелли, тĕрĕслемелли темĕн чухлех. Çитес вăхăтра вăл 2 пин тиражпа кун çути курмалла.

— Хамăрăн яваплăха кĕнекепе ĕçлеме тытăнсан кăна туйса илтĕмĕр, — тет, унăн тытăмĕпе паллаштарнă май, сăваплă ĕçе пуçĕпех кÿлĕннĕ А. П. Тимофеева. Хăйĕн çутă тĕллевĕ пурнăçланасса çирĕп ĕненет Ангелина Петровна. — Çак тапхăрта Чечен Республикинче тата Кăнтăр Осетире пуç хунă ентешсем çинчен материалсем пухатпăр. Паян эпир историксенчен, тавра пĕлÿçĕсенчен, штатра тăман корреспондентсенчен, юнлă хирĕç тăрусенче тăванĕсене çухатнă çынсенчен, ывăл-хĕрне чĕррĕн кĕтсе илеймен ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ документ, сăн ÿкерчĕк, аса илÿ, хаçат-журналсенче пичетленнĕ статьясене, пуç хунă паттăрсен çырăвĕсене, сăввисене питĕ кĕтнине пĕлтересшĕн. Эсир пулăшсан, ĕçĕмĕр пуянрах, туллинрех, пĕлтерĕшлĕрех пулĕ...

Сăмах май, асăннă кĕнекене кăларас ĕмĕтпе çунатланнисем чун хавалĕпе, тăван кĕтесе чĕррĕн таврăнма пÿрмен ентешсен умĕнчи таса яваплăха туйса шалусăр ĕçлеççĕ. Паллах, полиграфи предприятийĕ ăна тÿлевсĕр кăларса параймĕ. Пуçару ушкăнĕ кĕнекене пичете хатĕрленипе пĕрлех ăна кун çути кăтартма укçа пухать. Пĕлетпĕр, никамăн та тăкăнса тăмасть вăл, çапах та таса чунлă (вулăр: усламçă, директор, организаци ертÿçи, банк пуçлăхĕ...) çын çак тĕллевпе хăйĕн тÿпине хывсан — укçа-тенкĕ куçарсан — тĕпренчĕкне çухатнă ашшĕ-амăшĕ тата пирĕн пурнăçри лăпкăлăхшăн хăйĕн пурнăçне шеллемен ентеш-салтак умĕнче пин-пин хут сăвап пулĕ.

Чылай çĕртен уйрăм çынсем пĕр пин е икĕ пин тенкĕ куçарса пачĕç. Тав вĕсене! Çапах та ку, шел те, питĕ çителĕксĕр. Çак сăваплă ĕçе предприятисемпе организацисем тÿпе хывасса та шанатпăр. Кĕнеке-палăка кăларма хутшăнма кăмăл тунисене тĕллевлĕ счет номерĕпе адреса пĕлтересшĕн:

Чувашское отделение № 8613, г. Чебоксары

Чебоксарское отделение № 4472

429500 ЧР, Чебоксарский р-н, п. Кугеси, Советская, д. 23

ИНН 7707083893

БИК 049706609

К/счет 30101810300000000609

р/с 42301810275230027374/01

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика