АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакри туслăха тăсса

25 ноября 2008 г.

 

Ку сăн ÿкерчĕке кăçалхи март уйăхĕнче,Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе В.Кацовпа В.Степанов салтак-интернационалистсен призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри уçă турнир пынă вăхăтра тунă. Çавăн чухне тĕл пулчĕç те Красноармейскинчи А.И.Терентьевпа (вăл салтак-интернационалистсен районти канашĕн председателĕ) Çĕрпÿри В. Г. Степанов.

Вĕсем иккĕшĕ те пограничник пулнă. Салтака пĕрле кайнă, Термезри десантпа штурм тăвакан мотоманеврлă ушкăн йышĕнче Мазари-Шариф тăрăхĕнче афган халăхĕн ирĕклĕхĕшĕн пынă кĕрешĕве хутшăннă. Салтакра пуçăннă туслăх паян кунчченех тăсăлать. Александр Ильичпа Владлен Геннадьевич пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ, салтак-интернационалистсене асăнса турнирсем ирттерме хутшăнаççĕ. Сăмах май, Çĕрпÿ хулинче кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче бокс енĕпе Н. Я. Фомин призĕсене çĕнсе илессишĕн турнир иртет. В. Степанов хăй те спортпа туслă: йĕлтĕрпе чупма юратать, волейболла вылять. Вăл, Çĕрпÿ хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, культурăпа спорт мероприятийĕсене ирттерме активлă хутшăнать, спонсорла пулăшу та кÿрет. Хăй вăхăтĕнче, 1989—1992 çулсенче “Çĕрпÿ хыпарçи” хаçатра фотокорреспондентра тăрăшнă, халĕ предпринимательте вăй хурать, çынсене фото çăмăллăхĕсем кÿрет. Александр Ильич та пурнăçра активлă позици тытса пырать. Вăл “Воддорстрой” пĕрлешÿн хамăр район территорийĕнчи асфальтпа бетон завочĕн ĕçне йĕркелесе пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика