АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăм лесничествин историйĕнчен

25 ноября 2008 г.

 

Сурăм вăрман хуçалăхĕнче 90 çул хушшинче питех те пысăк 6 улшăну (реформа) пулса иртнĕ, вĕсем пур чухне те вăрман хуçалăхне аталантарма пулăшма пултарайман ĕнтĕ.

1954 çулта Сурăм вăрман хуçалăхĕнче хуçалăх расчечĕпе анлăн ĕçлеме тытăннă. 1970 çулта çуна туса кăларассине йĕркелесе янă, вăрман хуçалăхĕн поселокĕнче йывăçран тĕрлĕ япаласем тумалли цех уçнă. Кунта çуллен пин çуна таран ăсталанă, тара хăмисем, штакетниксем, тăваткал пĕренесем (заготовка) çурса кăларнă. 1983 çулта вара кирпĕчрен купаласа хăпартнă йывăç ĕçлесе тумалли лайăхрах цеха ĕçе кĕртнĕ, паянхи лесничество территорийĕнче хăма çурмалли рама вырнаçтарса лартнă. Çавсене пула кунта туса кăларакан продукци ассортименчĕ, вĕсен пахалăхĕ тата вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракансен йышĕ ÿснĕ.

1960—1995 çулсенче вăрман хуçалăхĕн коллективĕ колхозсемпе совхозсен территорийĕсенче эрозипе кĕрешес тата уй-хире хÿтĕлес тĕлĕшпе вăрман тăрăхĕсем лартас çĕре хастар хутшăннă. Çапла, 1962 —1995 çулсенче Красноармейски районĕн территорийĕнче вăрман тăрăхĕсем — 672, Элĕк тăрăхĕнче — 755, Муркаш енче — 266, Шупашкар районĕнче 125 гектар лартса хăварнă, пĕтĕмпе вара — 1818 гектар. Ял хуçалăх предприятийĕсен çак майсăр çĕрĕсем çинче йывăç-тĕмсем лартни Трак енри вăрманлăх шайне 1979 çулхи 7,7 процентран 1998 çулта 7,9 процента çити ÿстерме май пачĕç. Район территорийĕнче вăрманлăх нумай мар, çавăнпа та ку енĕпе ĕçсене сарса пымалла. Пĕтĕмĕшле илсен ял хуçалăх предприятийĕсен çĕрĕсем çинче 2 пин гектар вăрман çитĕнтерни Сурăм вăрман хуçалăхĕн коллективĕ Çĕр-аннемĕре, пире тăрантаракана сыхлас çĕре хывнă пысăк тÿпе пулса тăрать.

Юманлăхсем хăвăрт хăрса пынипе юлашки 15 çул хушшинче каснă вăрманлăха çĕнетес енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Çапла, 1983—2002 çулсенче 378 гектар йывăç лартнă тата вĕсен вăррисене акнă. Ку чухне унта юман 84,1 процент йышăннă. Çак ĕçсенче пире шкул ачисемпе ялсенчи çынсем хастар пулăшрĕç.

Пирĕн вăрман хуçалăхĕн вăрман вăрлăхĕн обăекчĕсем пур, çав шутра, тĕслĕхрен, хамăр кантур çывăхĕнче 100 гектар лаптăк йышăнакан юман плантацийĕ вырнаçнă. Унăн проектне Воронежри “Союзгипролесхоз” институт филиалĕ туса хатĕрленĕ. Плантацине Мари патшалăх техника университетĕнчи ученăйсемпе тачă çыхăнса, ял хуçалăх наукисен докторĕ, М. М. Котов профессор ертсе пынипе ĕçлесе çитĕнтернĕ, йĕркелесе янă. Çак çулсенче вăрман хуçалăхĕн коллективĕ вăрман фончĕн пахалăх кăтартăвĕсене лайăхлатас тесе вăрмансене çĕнетес тата сыхлас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерчĕ.

Çĕнĕ вăрман кодексĕ йышăннă май, 2008 çулта Сурăм вăрман хуçалăхне, ун çумне Трак енри ялти вăрмансемпе Ильински тата Çĕрпÿ вăрман хуçалăхĕсен пайĕсене пĕрлештерсе, Чăваш Енри Çут çанталăк министерствин çĕнĕрен йĕркеленнĕ "Сăнавлă вăрман хуçалăхĕ" патшалăх учреждени аллине панă, халĕ вăл Сурăм участокĕнчи вăрман хуçалăхĕ ятлă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика