АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хисеплĕ колхозник” ята тивĕçнĕ

25 ноября 2008 г.

 

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче Кивьялти 100 çулхи Вера Павловнапа вулакансене паллаштарнăччĕ. Халĕ вара ăна пăхса пурăнакан Çĕньялти Матрена Романовна çинчен каласа парассăм килет.

М. Павлова хăй ĕмĕрне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнă. 32 çул ытла вăл зоотехникра вăй хунă.

— 1946 çулта мана районти тĕп зоотехник Никит Иванович, вăл Янкас çынни, сĕннипе Поляков вырăнне Мăн Шетмĕ участокне ĕçлеме куçарчĕç. 25 хуçалăх пулнă ун чух ку енче. Кашни фермăна улмурисем виçсе уйăрса панă. Шупуçĕнчи “Урожай” колхоз вăл вăхăтра Чатукасси участокне кĕнĕ-ха. 1969 çулта колхозсене пысăклатрĕç, — аса илет халĕ Матрена Романовна. — Зоотехникăн хуçалăхра татса памалли ыйтусем сахал мар пулнă, ирех килтен тухан та каçченех ура çинче. Кун каçиччен ăçта кăна çитме тивместчĕ пулĕ... Тата выльăхсемпе Шупашкара çеç мар, Чулхулана çитиех çÿренĕ… Сăлтавĕ паллă — унта аш-какая пысăкрах хакпа вырнаçтарса, хуçалăха ытларах тупăш кÿресси…

Вăл вăхăтра “Большевик” колхозра выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ нумай пулнă: мăйракаллă шултра выльăхсем, сурăхсем, кроликсем, чăх-чĕп усранă. Вĕсене тăрантарма фуражĕ, утă-улăмĕ, сенажĕ, апатне пĕçерме вутти-шанки, çĕр кăмрăкĕ, топливи пайтах кирлĕ пулнă. Çав ыйтусемпе тепĕр чух зоотехникăн республикăри Ял хуçалăх министерствине çитме те тивнĕ. Çав тĕслĕхсем пирки хумханса каласа парать Матрена Романовна. “Тем пек йывăр килсен те нихăçан та вăл-ку ыйтăва татăклă татса памасăр каялла таврăнман. Ертÿçĕсем манран тĕлĕнетчĕç тепĕр чух. Хуçалăха малалла аталантарас тесех ĕçленĕ мар-и?”, — тет.

Хастар ĕçшĕн Матрена Павловнана Тăван çĕр-шыв медалĕсемпе чысланă, вăл “Ĕç ветеранĕ” тата “Большевик” колхозăн “Хисеплĕ колхозникĕ” ятсене тивĕçнĕ.

М. Павлова, мăшăрĕпе, Иван Павловичпа, икĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Гена, инженер, халĕ Анат Тагилте ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕшĕ, Николай та инженер, Шупашкарта тĕпленнĕ, унтах ĕçлет. Хĕрĕсем те, Светланăпа Вера, шĕкĕр хуламăртах пурăнаççĕ. Вера тракторсем туса кăларакан заводра крановщицăра, Светлана вĕри цехра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кĕçĕнни, Валерий, пушар хуралĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура та ялта амăшĕпе мăнакăшне пăхса пурăнать.

— Ачасем лайăх ман, ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Вĕсемпе кăмăллă эпĕ, — хăй савăннине пытармасть М. Павлова. — Пĕрне те хурламастăп.

Матрена Романовна пек ырă чунлă та кăмăллă çынсем пирĕн хушăра çапах та сахалрах çав халĕ. Хăйне йывăр вăхăтра пулăшнине вăл нихăçан та манмасть. Акă халĕ те ачисем пĕчĕк чух вĕсене пăхма пулăшнăшăн ыр кăмăллăх кăтартса, М. Павлова Верок акăшне тăван амăшне пăхнă пекех юратса пăхать. “Çакăнпа хăть сăвап пултăр ăна манран. Ачасем вĕтĕ чух Верок аки мана мĕн чухлĕ пулăшнă. Пĕчĕкскерсене пыра-пыра пăхнă, асăрхаса тăнă”, тет. Вĕсем пуплесе сăнаса тăратăп та çавăн пек ырă çынсем пурришĕн савăнатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика