АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç сыпăкĕ

25 ноября 2008 г.

 

(Калав)

Ян Иванович Крюкова юн пусăмĕ пысăкран больницăна хунă. Вăл, маччаналла пăхса пурăнса ирттернĕ пурнăçне сыпăкăн-сыпăкăн аса илсе выртрĕ-выртрĕ те, ассăн сывласа ячĕ.

Шупашкарта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер, лайăх ĕç пурччĕ унăн. Тем сăлтавпа хваттерне арăмĕпе ачине парса хăварса çĕнĕ çăмăл автомашинипе яла пурăнмаллах килчĕ. Юлташĕпе пĕрле предпринимательте ĕçлерĕ. Юлташне кайран те вĕлерчĕç, те хăй вилчĕ... Хитре арăмĕ тăрса юлчĕ. Юля ятлă.

Арсăр пурнăç йÿççине тăлăх арăм çеç пĕлет. Мăн кун эрнинче Юля Ян Ивановича хăй патне хăнана чĕнчĕ. Хаваспах килĕшрĕ Ян Иванович.

Ĕçрĕç. Çирĕç. Калаçрĕç. Кулчĕç. Юля ун чĕрçи çине, пыл хурчĕ чечек çине пырса ларнă пек, çемçен пырса ларчĕ, тутинчен чăп чуп туса илчĕ.

— Ман санпа ача тăвас килет, — терĕ.

Çарамасланса юр пек шурă кăпăшка тÿшек çине тăсăлса выртрĕ.

— Кил Янушка! Ача тутар мана, — терĕ хайхинче, Ян Иванович патнелле аллисене саркаласа тăсса.

Ян Иванович пĕр хушă Юля çине кăнн пăхса тăчĕ, унтан темрен хăранă пек пÿртрен сиккипе чупса тухса кайрĕ...

Ян Иванович типшĕм вăрăм аллипе хăйне кăкăрĕнчен пĕрех кÿплеттерчĕ. Хыттăнах:

— Ухмах! — терĕ.

Çав вăхăтра палатăна дежурнăй сестра кĕрсе тăчĕ:

— Мĕн? Мĕн?

— Эп... мĕн-ха... хам... — ăнланмалла мар мăкăртатрĕ Ян Иванович.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика