АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунькассинче

25 ноября 2008 г.

 

Ман арăм Улатăр леш енчен. “Киле каяс килет”, — тесе аптратсах çитерчĕ. Ăна тем чухлĕ те: “Сан килÿ халь кунта”, — терĕм. Вăл хăйĕннех печĕ. Икĕ çухрăмри шоссе çине тухиччен хамах ăсатса ятăм.

Эрнеренех киле килме пулнăскер çук та çук. “Ашшĕ-амăшĕ чирлерĕ-ши? Хăйне тем пулчĕ-ши?”, — тем те шухăшларăм.

Кайса килме шут тытрăм. Çула тухрăм. Хĕвел аннă çĕрелле Улатăра çитрĕм.

— Автобус Иваньковăна ыран ир тин пулать, — ăнлантарчĕç мана вокзалта.

Хăна çуртне кайса çĕр каçма пулатчĕ-ха. Ман часрах çитсе арăма ыталас килчĕ. Кучченеçсем чикнĕ сумкăна çурăм хыçне çавăрса хутăм та хула урамĕпе малалла таплаттартăм.

Хуларан тухсан нумай та каяймарăм,мана коляскăллă мотоцикл хăваласа çитрĕ.

— Лар, — терĕ хам çулсенчи арçын, шлепкине çĕклесе.

Çул тăршшĕпех: “Ăçта курнăччĕ-ши эп ку арçынна?” — шухăшларăм. Яла кĕнĕ çĕре тупсăмне тупрăм.

Иваньковăна хĕр илме иртнĕ çул туйпах килтĕм. Туй çыннисем ташларĕç, юрларĕç. Кунта йăли çапла: качча каякан хĕре тăванĕсем каччинчен тартаççĕ. Каччин вара ăна шыраса тупмалла.

— Пичче, аппа кунта! — терĕ мана пĕр пĕчĕк хĕрача, кĕлет алăкĕ çине кăтартса.

Эпĕ алăка яр уçса ятăм. Унта… унта çак арçын чĕрçи çинче хам арăм ыталашса ларнине куртăм…

Мотоциклист мана кил умнех çитерчĕ. Укçа сĕнтĕм те илмерĕ. “Кирлĕ пулсан, каялла леçсе яма та пултаратăп”, — терĕ çех.

Эпĕ кил хушшине кĕрсенех хуняма таçта тухса шурĕ. Хуняçа пĕр-ик сăмах перкелешрĕ те пахчана кĕрсе çухалчĕ. Ман арăм çумĕнче ачашланас килет. Ăна çупăрласа илесшĕн пулса ун енне алсене тăсрăм. Вăл кăмăл-сăррăн: “Кай. Ютшăнтăм”, — терĕ. Урама тухрăм. Коляскăллă мотоцикл кил умĕнчен кайман. Хуçи хама кĕтнă пек туйăнчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика