АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулçă çаврăнать

25 ноября 2008 г.

 

Якур урампа çăмăллăн утать. Шупашкартан çитнĕ автобус çинчен аннă вăл. Тăван ялта амăшĕ пурăнать унăн. Килĕнче пĕчченех. Ашшĕ иртнĕ çул çĕре кĕчĕ. Чиперех çÿретчĕ. Тăруках шалкăм çапрĕ Улатимĕре. Ураланаймарĕ урăх. Амăшне питĕ шел… Шупашкарта пурăнать Якур. Çемьеллĕ. Пĕлтĕр кăна авланчĕ-ха. Анчах та мăшăрĕнчен савăнăç кĕтсе илеймерĕ арçын. Ача çукки канăçсăрлантарать. Халь ял урамĕпе ярса пуснă май çав шухăш пуçра çаврăнать. Кÿршĕ хĕрне куç хывнăччĕ Якур. Сăн-питрен илĕртÿллĕччĕ Варя. Темиçе каччăн пуçне те çавăрчĕ. Тиркерĕ ăна Якур. ”Амăшĕн ури çине пуснă. Кахалтарах хĕр-упраç”, — тесе тиркерĕ.

Якур Варясен килĕ умнелле çывхарчĕ. Пĕчĕк вăрман тейĕн кунта. Çырма хĕррипе çăкасем лартса тухнă. Вĕсене кĕрхи тĕс çапнă. Саралнă çулçăсем пĕрин хыççăн тепри çĕр çумнелле ярăнса анаççĕ. Çакăнтах сак вырнаçтарнă. Ун çинче Варяпа юнашар ларса калаçнисем аса килчĕç Якура.

— Халь тĕлĕкри пек кăна-çке туйăнаççĕ вĕсем. Эх! — хăйпе хăй калаçрĕ Якур. — Варянах качча илмеллеччĕ.

Шухăшсен хумне путнăскер пĕчĕк вăрман патнелле çывхарчĕ. Пĕве енчен пĕр касă çил юхса килчĕ. Çăкалăх тăруках хумханса илчĕ. Çырма хĕррипе купаланнă çулçă куписем чăштăртатрĕç. Тăпах чарăнчĕ Якур. Сасă еннелле çаврăнчĕ. Çăлпа юнашарах çие куртка уртса янă хĕрарăма асăрхарĕ Якур.

— Варя, сывлăх пултăр, — мăшăр витре çĕкленĕ хĕрарăма сăмах хушрĕ Якур. — Паян çитрĕн-и?

— Анчахрах çеç-ха. Пÿрте кĕриччен шыв ăсса парас терĕм апая, — çийĕнчех хуравларĕ çырă хĕрарăм. — Кашни кунах килсе çÿрейместĕп вĕт.

Варя кÿршĕ яла качча тухнă. Чун килĕштернипех мар. Упăшкипе час-часах хирĕçеççĕ. Пĕр вăхăт уйрăлса та пăхнăччĕ. Пĕчĕк хĕрĕпе амăшĕ патĕнче пурăнчĕ.

— Паянах каймастăн пулĕ-ха? Ыран та ĕлкĕрĕн… — тулли шыв витрисене çĕклесе пулăшрĕ Якур. — Тăхта…

Ял çине каç шăналăкĕ хупласан ĕлĕкхи вырăнта тĕл пулчĕç. Яланхиллех кăвак тĕслĕ сак патĕнче курнăçрĕç.

— Варя, сирĕнсĕр пурнăç çук. Варя,атя иксĕмĕр пĕрлешĕпĕр, — тытăнчăклăн хăй шухăшне пĕлтерчĕ Якур. — Пĕрлешĕпĕр…

Çăкалăх каллех хумханса илчĕ. Кĕрен-сарă çулçăсем çаврăна-çаврăна илсе çамрăксене хăйсен ытамне хупларĕç. Çулçă çаврăнать…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика