АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чее каччăпа ăслă хĕр

25 ноября 2008 г.

 

Хĕрпе каччă пĕрне-пĕри юратни çинчен чылайччен калаçса ларчĕç. Унтан иккĕшĕ те шăпланчĕç. Хĕрĕ ыйтать:

— Мĕн эс, нимĕн те шарламастăн. Тем çинчен шухăшлатăн пулмалла?

— Шухăшлатăп çав.

— Мĕн çинчен?

— Эсĕ мĕн çинчен, эпĕ те çавăн çинченех.

— Чăнах-и, — терĕ хĕр савăнăçлăн, — эпĕ сана кĕçĕрех илсе каять-ши ку мана, — тесе шухăшларăм...

Каччă чĕнмест.

— Ма нимĕн те каламастăн?

Каччă хĕр кăмăлне лайăхрах пĕлес шутпа юриех:

— Эпĕ анне мĕн çинчен шухăшланине шухăшлатăп-ха, — тесе хучĕ.

— Аннÿ мĕн çинчен шухăшлать вара?

— Вăл-и? “Ывăл çаплах таврăнмарĕ. Каллех çав чапрас куçлă, епреме туталлă хĕре тĕл пулнă ĕнтĕ, киле илсе ан килтĕрех”, — тесе шухăшлать вăл.

Хĕр хăвăрт тарăхса кайрĕ:

— Хăв тĕллĕн шухăшлама та пĕлместĕн эппин эс, тăмсай, — терĕ те, вăрт! çаврăнса уттара пачĕ.

Çав каччă темшĕн, лайăх хĕр тĕлне пулаймарĕ урăх. Çамрăк ĕмĕрне амăшĕпех пурăнса ирттерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика